Ҫак ыйтӑва сӳтсе явнӑ республикӑн строительство министрӗ Олег Марков районсемпе хуласен пуҫлӑхӗсемпе видеоконференци мелӗпе ирттернӗ канашлура. Вырӑнти пуҫлӑхсем ҫурт-йӗр тӑвасси епле шайри пынипе паллаштарнӑ. Вӗсем планпа палӑртнӑ кӑтартӑва ҫитме мӗн кансӗрлени тата ку ыйтӑва епле татса пама шухӑшлани пирки каласа кӑтартнӑ.
Кун йӗркинчи тепӗр ыйту вара нумай хваттерлӗ ҫурт-йӗре тӗпрен юсамалли тытӑма йӗркелессипе ҫыхӑннӑ. Аса илтеретпӗр, нумай хваттерлӗ ҫурта тӗпрен юсамалли тӑкак ӳлӗмрен вӗсенче пурӑнакан харпӑрлӑхҫӑсем ҫине тиенӗ. Тӗпрен юсамалли программӑна кӗмелли ҫуртсем Чӑваш Енре 6 пин ытла-мӗн. Хальхи вӑхӑтра муниципалитетсен пӗрлехи пурлӑха инвентаризацилемелле, ҫурт-йӗрӗн тӑрӑмне тӗрӗс хакламалла. Кашни ҫуртӑн паспортне Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх порталӗнче вырнаҫтармалла. Нумай хваттерлӗ ҫурт-йӗре юсассипе ҫыхӑннӑ информацие Строительство министерстви хӑйӗн сайтӗнче те вырнаҫтарма шантарать.
Сӑнсем (12)