Канаш хула библиотекинче хула уставне халӑха вуласа панӑ, сӳтсе явнӑ. Ҫурла уйӑхӗнчех устава хула периодикӑллӑ кӑларӑмӗсенче пичӗтленӗчӗ. Ҫав майпа вара пур ҫынӑн та хула уставӗпе паллашма, хӑйӗн сӗнӗвесене пама май пулнӑ.
Хальхинче панӑ сӗнӳсене протокола кӗртнӗ, проекта хула депутачӗсен пухӑвӗн пулас заседаниӗнче йышӑнӗҫ.