Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +18.3 °C
Пӗччен пыл ҫиме аван, йышпа ӗҫ тума аван.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Вӗренӳ: Етӗрнери тӗп вулавӑшра литературӑпа ҫыхӑннӑ педагогсем пирки курав ӗҫлет

Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Туянатӑп Чăваш Наци библиотеки 1996, 1997, 2000, 2004, 2009, 2013, 2014 çулсенче кăларнă ...
Паллашу Ялта пуронатоп, начал привычкосемсер, ещместеп туртмастоп. Хелп паллашас тетеп.х...
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Аçтахар Плотников 30.04.2023 18:31 | 911 хут пӑхнӑ
Вӗренӳ

Етӗрне муниципаллӑ округӗн тӗп вулавӑшӗнче Вӗрентекенпе ӑс паракан ҫулталӑкне халалласа литературӑпа ҫыхӑннӑ педагогсем ҫинчен курав уҫнӑ. Унта Етӗрне тӑрӑхӗнчи паллӑ вӗрентекенсем пирки каласа панӑ.

Куравра, тӗслӗхрен Артемьев Геннадий Фёдорович кун-ҫулӗпе паллашма пулать, вӑл «Жизнь Ивана Кукши» (чӑв. Иван Кукша пурнӑҫӗ) трилоги авторӗ. Геннадий Фёдорович ачасене истори, логикӑпа психологи тата ытти предметсене ӑса хывма пулӑшать. Кунтах вулакансем Наталия Мазюковӑн пултарулӑхӗпе те паллашма пултараҫҫӗ. Вӑл мӗнпурӗ 17 кӗнеке авторӗ, сӑвӑллӑ тата прозӑллӑ хайлавсем ҫырать. Наталия Витальевна шкулта вырӑс чӗлхипе литературӑна вӗрентет.

Пултаруллӑ педагогсем Етӗрне тӑрӑхӗнче чӑн та чылай: Белов Валерий Софронович, Скребков Виталий Николаевич, Александров Николай Иванович тата ыттисем. Вӗсен йышӗнче уйрӑммӑн Михаил Леонтьевич Леонтьева палӑртма пулать. Ачасене вӑл химипе биологи вӗрентнӗ, каярахпа таврапӗлӳпе кӑсӑкланса кайнӑ. Вӑл Етӗрне районӗнчи Хурамал, Наснар, Яракасси, Тукасси, Турхла, Уйкас, Ҫуткасси ялсем пирки кӗнекесем кӑларнӑ.

#Наснар, #Хурамал, #Етӗрне районӗ, #вулавӑшсем, #культура, #Вӗрентекенпе ӑс паракан ҫулталӑкӗ, #куравсем, #кӗнекесем, #Яракасси, #Тукасси, #Турхла, #Уйкас, #Ҫуткасси

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем