Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Йытӑ та хӑй хӳрине вараламасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Кӗркунне Волков академик палӑкне уҫӗҫ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Вера Эверкки 02.07.2013 17:33 | 1826 хут пӑхнӑ

Тепӗр виҫӗ уйӑх ытларахран Шупашкарта паллӑ ӑсчаха, этнопедагогика шкулне йӗркелесе янӑ Геннадий Волкова халалласа палӑк уҫмалла. Ҫапла пӗтӗмлетме пулать Шупашкар депутачӗсен пухӑвӗн официаллӑ сайчӗ пӗлтернине тӗпе хурсан.

Геннадий Волков кӗнекине алла пӗр илсен вӗҫертес килмест. Унӑн ӗҫне пӗрремӗш хут тытсан: «Пӗр-пӗр ӗҫе хӑнӑхтарса е йӗркене ӑша хывтарса кукамай ытарлӑн каланӑ сӑмахсем вӗт кунта», — тесе антӑхса каяссӑн вулани халӗ те асрах. Ара, ырӑпа усала уйӑрма шур сухалсем сӗтеле чыша-чыша, пыр шӑтӑкӗ ҫурӑлса каясла кӑшкӑрса вӗрентмен-ҫке. Вӗсен ӑслайӗнче халӑхӑн ламран лама куҫса пыракан вышкайсӑр ӑс-тӑнӗ палӑрнӑ.

Геннадий Волков академик Германири вӗренӳ заведенийӗсемпе те тачӑ ҫыхӑну йӗркелесе янӑ. Вӑл ертсе пынипе Цюрихри, Берлинти, Регенсбургри, Эрфуртри, Йенӑри, Софийӑри, Бишкекри университетсенче пирӗн халӑхӑмӑрӑн этнопедагогики пирки лекцисем вуланӑ.

Палӑк республикӑн тӗп хулинчи Ленин проспектӗнче вырнаҫнӑ Геннадий Волков академикӑн скверӗнче пулмалла. Ӑна ӑсчах ҫуралнӑ кун тӗлне (вӑл 1927 ҫулхи юпа уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Аслӑ Елчӗк ялӗнче ҫут тӗнчене килнӗ, 2010 ҫулта пирӗнтен яланлӑха уйрӑлчӗ) уҫма палӑртаҫҫӗ.

Палӑк тӑвас ыйтупа Шупашкар хула пуҫлӑхӗ Леонид Черкесов ирттернӗ ларура хальхи вӑхӑтра ку енӗпе лару-тӑру еплине тишкернӗ. Кӳлепене спонсорсен шучӗпе тумалла. Хальхи вӑхӑтра академикӑн ентешӗсем укҫа-тенке уйрӑмах уйӑрнине палӑртмалла.

Бронза палӑк 1,5 метр тӑршшӗ пулӗ. Скульптура авторӗ — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ художникӗ Владислав Немцев.

#Шупашкар, #скверсем, #Аслӑ Елчӗк, #палӑксем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем