Пенза облаҫӗнче пулса иртнӗ пысӑк авари хыҫҫӑн (аса илтеретпӗр, унта пирӗн республика ҫыннисем пулнӑ, вуннӑшӗ вилнӗ) ҫӗршывӗпех автобуссене тӗрӗслӗҫ. Кун пирки Чӑваш Республикин ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн патшалӑх инспекцийӗн пуҫлӑхӗ Владимир Романов эрнекунхи пресс-конференцире пӗлтернӗ. Республикӑра пурӗ 6 пине яхӑн автобус тӑрӑмне хаклӗҫ. Ку вӑл пассажирсем турттаракан мӗнпур транспорта, апла пулсан, ГАЗельсене те, тенине пӗлтерет.
Сӑмах май, кӑҫалхи кӑрлач-ака уйӑхӗсенче республикӑра шута илнӗ 447 инкекрен кашни 20-мӗшӗ автобус водителӗсен айӑпӗпе пулса иртнӗ. Чылай чух синкерлӗх хӑвӑртлӑха ӳстернипе, пӗр машинӑпа тепӗр машина хушшинчи чикке тытса пыманнипе, ирттерсе ямалли йӗркене тата светофора пӑхӑнманнипе сиксе тухать.