Ҫемьере иккӗмӗш е ун хыҫҫӑнхи ача ҫуралсан амӑш укҫи панине пурте пӗлетпӗр. Ҫав тупрапа тӗллевлӗ усӑ курмалли пирки те паллӑ. Сӑмахран, пӳрт хӑпартма е хваттер илме, ачасене вӗрентме, амӑшӗн пулас пенсийӗ валли уйӑрма юрать.
Ҫӗмӗрле хулинче пурӑнакан 37-ри хӗрарӑм пӗлтӗрхи ҫу уйӑхӗнче ҫав тупран пӗр пайне — 62 пин ытларах тенке — илме шут тытнӑ. Пенси фончӗн вырӑнти управленийӗнче вӑл ҫав «кӗмӗле» пӳрт юсама уйӑрма шантарнӑ. Анчах ҫур ҫул ытларах иртсен хӗрарӑм суеҫтерни ҫиеле тухнӑ. Тупрана вӑл пӳрт юсама мар, мунча тума тӑкакланӑ иккен. Мунча та кирлӗ хуралтах-ха. Анчах амӑш капиталне мӗн тӗллевпе тӑкакланине ӑнлантарса паракан Раҫҫей шайӗнче йышӑннӑ хутра мунча тума юрани пирки пӗр сӑмах та каламан.
Нумаях пулмасть хӗрарӑмӑн суд тенкелӗ ҫине ларма тивнӗ. Айӑплавӗ ытла кӑра мар та, ҫапах та ӑна РФ Пуҫиле кодексӗн статйипех айӑплани паллӑ. Ҫӗмӗрлери прокуратура пӗлтернӗ тӑрӑх, хӗрарӑма суд 7 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ, кунсӑр пуҫне мунча тума янӑ 62 пин тенкӗ ытларах укҫана шыраса илмелле тунӑ.