Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Мухтанчӑкӑн пуш енчӗк.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Туристсене кӗтне май...

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Анастасия Пирӗшти 28.04.2013 19:17 | 1126 хут пӑхнӑ

Ӑшӑ ҫу кунӗсем ҫитсе пынӑ май республикӑн тӗп хулин илемӗпе, паллӑ вырӑнсемпе паллашма Шупашкара ют ҫӗршывран килнӗ ҫулҫӳрӗвҫесем килме тытӑнчӗҫ. Чӑваш Республикине килсе курма кӑмӑл тӑвакансем тӑван кӗтесе таврӑниччен асӑнмалӑх чӑваш нацине паллӑртакан пӗр-пӗр символикине туянма манмаҫҫӗ. Ҫакна пула Шупашкар Арбачӗ майӗпен ҫуллахи ӗҫ графикне куҫма тытӑнчӗ. Кунсерен суту-илӳ палаткин шучӗ ӳссех пырать, ӗҫ вӑхӑчӗ вӗсен вара таврана каҫ пусаричченех тӑсӑлать.

Сувенирсен лавкаҫисен ӗҫӗ самаях кӑсӑклӑ. Арбат урамӗ тӑрӑх ҫӳрекен ҫынсем хушшинчен ҫулҫӳреве уйӑрса илме пултарни хӑйне май пӗчек пултаруллӑх. Ҫулҫӳреве калаҫтарса, сувенирсене сӗнсе сутма пултарни те уйрӑмах паха ен.

Иртнӗ ҫулсенче алӑстисемпе сутӑҫӑсем чатӑрта суту-илӳ ӗҫне пурнӑҫланӑ, халӗ вара хула мэрийӗ чатӑрсенче сутса тӑрас ӗҫӗ пӑрахӑҫлантарнӑ. Вӗсен шучӗпе наци сувенирӗсене Шупашкарӑн тӗп вырӑнӗнче чатӑрта сутса тӑни ҫулҫӳревҫӗсем хушшинче ырӑ мар витӗм кӳрет. Ҫакна пула пӗлтӗртен Арбат урамӗнче суту ӗҫӗ пӗр пек пысӑках мар «пӳлемсенче» ирттерме пуҫларӗҫ. Кӑҫал вара сутӑҫӑсене хӑйсене пӗр стилӗ пӑханма ыйтаҫҫӗ. «Сутӑҫӑсем валли ятарлӑ пӗрпек ҫипуҫ ҫӗлес ыйтӑва та малашлӑхра татса памалла. Унӑн хакӗ пысӑках мар пулӗ», — пӗлтерет потребитель пасарӗн аталанӑвӗн тата Шупашкар хулин усламлӑх администрацийӗн управленин начальникӗ Фасиха Солдатова. Арбатри сутуҫӑсен ӗҫ-хӗлӗнче ҫитес вӑхӑтсенче улшӑнусем кӗтни ҫинчен тӳре-шара та шантарса калаҫҫӗ.

Паянлӑха Арбат урамӗнче 43 сувенир «пӳрчӗ». Ҫитес вӑхӑтсенче вӗсен шучӗ чакма пултарать, мӗншӗн тесен икӗ-виҫӗ ҫӗртрех ӳкерчӗксем, декаративлӑ лӗпӗшсем сутас ӗҫ пырать.

Тем тесен те Арбат урамӗнче суту-илӳ ӗҫӗ чӑннипех те пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Ҫӗнӗ улшӑнусем суту ӗҫнӗ татах та тухӑҫлӑрах тӑвасса шансах тӑрас килет.

#Шупашкар, #суту-илӳ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем