Чӳк уйӑхӗн 1-пе 7-мӗш хушши К. Чуковский ячӗллӗ хулан тӗп ача-пӑча библиотеки «21 ӗмӗрти вулав» ятлӑ акци ирттереть.
Пӗтӗм ача-пӑча библиотекисем ку акцине хутшӑнӗҫ. Тӗслӗхрен Л. Кассиль ячӗллӗ библеотекӑна пӗтӗм эрне тӑршшӗпе ача-пӑча сачӗнчен пепкесем килӗҫ. Вӗсене сасӑпа интереслӗ кӗнекесене вуласа парӗҫ, аудиокассетӑсем ҫине ҫырнӑ чи лайӑх авторсен юмахӗсене, калавӗсене итлеттерӗҫ.
Сасӑпа вуланине итлеме ҫaк эрнере пурте хутшӑнма пултараҫҫӗ, библиотекӑсем сире кӗтеҫҫӗ.