Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Выльӑх-чӗрлӗх алла пӑхать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Усрав ҫемьесем пурнӑҫра хастар

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 18.02.2013 17:13 | 1726 хут пӑхнӑ

Кашни ачах ашшӗ-амӑшӗн ӑшшине туйма, телейлӗ ҫемьере ӳсме тивӗҫ. Элӗк районӗнче ҫывӑх ҫыннисемшӗн ытлашши пулса тӑнӑ тӗпренчӗксене хӑйсен хӳттине илнисем тата ҫемье ӑшшине парнелес тӗллевлисем сахалах мар.

Иртнӗ кунсенче, нарӑсӑн 8-мӗшӗнче, Шупашкарти «Салют» культура керменӗнче «Чӗререн ҫуралнӑ ҫемье» ятпа усрав ҫемьесен пултарулӑх конкурсӗ иртрӗ. Тӗрлӗ районсенчен пухӑннӑ ҫемьесене ЧР вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерствин тӗп специалисчӗ С.Сыромолотова, Чӑваш Республикинчи ачасен прависене хӳтӗлессипе ӗҫлекен уполномоченнӑй В.Рафинов саламларӗҫ.

Элӗк районӗнчен асӑннӑ конкурса Элӗк салинчи Наталия Вячеславовна Николаева Даниил усрав ывӑлӗпе, Тенинчи Людмила Геннадьевна Васильева Настя тата Гриша ачисемпе, Анаткас Сурӑмри Ираида Анатольевна Павлова Аня, Анюта, Саша тӗпренчӗкӗсемпе хутшӑнчӗҫ. В.Рафинов Павловсен ҫемйине ачасене тивӗҫлӗ воспитани панӑшӑн Тав хучӗпе чысларӗ. Николаевсемпе Васильевсен ҫемйисем «Чӗререн ҫуралнӑ ҫемье» конкурса активлӑ хутшӑннӑшӑн свидетельствӑсене тивӗҫрӗҫ.

Хӗрлӗ Чутай районӗнчен те унта 19 ҫемьерен 25 ача хӑйсен ӗҫӗсемпе хутшӑннӑ. Палӑртма кӑмӑллӑ, «Ҫемье мирӗ» номинацире З.С.Артемьев ҫемйинчи Анастасия Фондеркинан (Мӑн Этмен шкулӗ) ӗҫӗ — иккӗмӗш, Р.С. Кудюкован ҫемйинче пурӑнакан Юрий Ямсков (Хӗрлӗ Чутай шкулӗ) ӗҫӗ виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннӑ.

#конкурссем, #ӑмӑртусем, #Элӗк, #Элӗк районӗ, #Хӗрлӗ Чутай районӗ, #Хӗрлӗ Чутай, #Мӑн Этмен, #Анаткас Сурӑм

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем