Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Ак, хайхи ҫак самант ҫитрӗ те! Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫинчи чӑвашла-вырӑсла пуплевӗш (предложени) мӑшӑрӗсен йышӗ 100 пинрен иртрӗ. Ку эрне пуҫламӑшӗнче кӑнаҫ 94 пин ытларахччӗ... Ҫавах та пӗрлехи вӑйпа Чӑваш халӑх сайчӗн ҫуралнӑ кунӗ тӗлне ҫӗр пин мӑшӑр тӑвайрӑмӑр-тӑвайрӑмӑрах!
Аҫтахар Плотников, Александр Антонов, Светлана Трофимова, Эрбина Портнова, Оксана Антонова, Тихонова Татьяна, Марина Яковлева... Ку списока тата та тӑсма пулать — шӑп вӗсем тӑрӑшнипе ӗнтӗ ҫак корпусри чӑвашла-вырӑсла пуплевӗшсен йышӗ пӗлтерӗшлӗ чикӗ урлӑ каҫрӗ.
Паллах, ку пуҫламӑшӗ кӑна-ха. Йӗркеллӗ машинлӑ куҫаруҫӑ тума пӗр миллион мӑшӑр кирлӗ. Хальлӗхе пирӗн ҫак тӗллевӗн 10% ҫеҫ-ха. Ҫавах та тӑрӑшса ӗҫлесен — ҫулталӑк иртӗ-и, иккӗ-и, е виҫҫӗ — пӗр миллион мӑшӑр тӑвасси шансах тӑратпӑр!
Agabazar // 1636.5.8957
2019.09.08 21:29 | |
ПуплеРĕш ~ КалаРăш | |
Agabazar // 1636.5.8957
2019.09.08 21:32 | |
Вулавӑш тенине сӑнар. Мӗн вӑл? Вуламалли вырӑн. Эппин пуплевӗш тени мӗне пӗлтерме тивӗҫлӗ ку формулӑпа? Тӗрӗс: пуплемелли вырӑн. Парламент. | |
Agabazar // 1636.5.8957
2019.09.08 21:33 | |
Пуплевĕш = Парламент. | |
Аçтахар Плотников // 2443.0.1048
2019.09.09 19:10 | |
Вӑхӑт хӑйех татса парӗ. Йышӑнӗ халӑх е ҫук. :) //хӑй вӑхӑтӗнче «предложенине» чӑвашла «пуплев» теме сӗннӗ. Ҫав шухӑша малалла аталантарса хатӗрленӗ те ӗнтӗ «пуплевӗше». | |
Agabazar // 2321.66.2568
2019.09.10 00:05 | |
Кунта пуплев темен, пуплевĕш тенĕ. | |
Аçтахар Плотников // 2443.0.1048
2019.09.10 12:06 | |
Пуплевӗ вӑл хӑй вӗт-ха уйрӑм терминпа ҫӳрет. «Речь» пӗлтерӗшпе. | |
Agabazar // 4996.5.1748
2019.09.10 20:34 | |
"Вулав" сăмах "чтение" пĕлтерĕшпе çÿрет. Вулавăш — место для чтения. | |
