Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Пӑрачкав районӗнчи Кудеиха ялӗнче пурӑнакансем шывсӑр аптӑраса ҫитнӗ. Кун пек лару-тӑру кашни ҫулах пулать вӗсен. Ҫулла ҫынсем шыв нумай тӑкаклаҫҫӗ, ҫӑлсенче вара шыв ҫук.
Хӑш-пӗр ҫуртра икӗ талӑк ытла шыв пулман. Ҫавӑнпа ҫынсен кӳршӗ ялсене ҫӳреме тивет. Ялта шыв сайра-хутра параҫҫӗ, ӑна та пулин – ҫӗрле. Халӑхӑн ирхи 3 сехетре тӑрса витресене тултарма тивет.
Ачаллӑ ҫемьесене, ватӑсене йывӑр килет. Шыв ӗҫме кӑна мар, япала, ал-ура ҫума та кирлӗ-ҫке-ха. Пахчари йӑрансене шӑварасси пирки вара сӑмах та ҫук.
Башньӑра шыв напорӗ ҫук-мӗн. Вырӑнти тӳре-шара чӗмпӗрсем патне ку ыйтупа тухнӑ, вӗсене башньӑна улӑштарттарасшӑн. Кудеха ялӗнчи ҫынсен шывсӑр мӗн чухлӗ асапланмалла? Хальлӗхе ҫакна никам та калаймасть-ха.
