Пуш уйӑхӗн 15-мӗшӗнче 23 сехетре Вӑрмар районӗнчи Арапуҫ ялӗнче пушар алхаснӑ. Кун пирки РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви упраленийӗ пӗлтерет.
Пушара сӳнтернӗ хыҫҫӑн икӗ ҫын виллине тупнӑ. Пушарта 48 ҫулти кил хуҫи тата унӑн 44-ри пӗлӗшӗ ҫунса кайнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫынсем сӗрӗмпе наркӑмӑшланса вилнӗ.
Халӗ ку инкек тӗлӗшпе следстви умӗнхи тӗрӗслев иртет. Ҫакӑ паллӑ: ҫулӑм тӗпелтен тухнӑ. Ҫак тӗслӗхре ҫынсене пусмӑрласа вӗлерменни ҫирӗпленнӗ. Следовательсем пушар мӗнрен тухнине тӗпчӗҫҫӗ, суд экспертизисем ирттерӗҫ. Пушар газ плитипе тӗрӗс мар усӑ курнӑшӑн тухма пултарнӑ.