Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Кахал ҫӑпата сырнӑ ҫӗре ӗҫчен ӗҫне пӗтернӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Ҫӗмӗрлере хӑнара — космонавтсем

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Володя 10.02.2012 17:18 | 1565 хут пӑхнӑ

Андриян Николаев тӗнче уҫлӑхне пӗрремӗш хут вӗҫсе кайни 50 ҫул ҫитет ӗнтӗ кӑҫал. Ҫак паллӑ пулӑма Ҫӗмӗрле тӑрӑхӗнчи ҫынсем пит лайӑх астуса юлнӑ иккен. Андриян Григорьевич вӗҫеврен таврӑнсан Чӑваш ен ялӗ-хулисенче хӑнара пулса ҫавӑрӑннӑ иккен.

1965 ҫулта вӑл Ҫӗмӗрлене те ҫитнӗ теҫҫӗ. Пирӗн хулана вӑл арӑмӗпе, Валентина Терешковӑпа, тата юлташеӗпе, Валерий Быковскийпе, ачи-пачисемпех Сӑр хӗрринче канма килнӗ. Хаклӑ хӑнасем икӗ кун пирӗн тӑрӑхра пулнӑ теҫҫӗ ватӑсем. Пӗрремӗш кун тӑршипех космонавтсем хулари шкулсенче тата предприятисенче ирттернӗ, ҫынсемпе хутшӑннӑ, парнесем туяннӑ, хӑйсем те парнеленӗ. Сӗтел-пукан комбинатӗнче пулса курнӑ, хайсем ӗҫӗ-хӗлӗпе паллаштарнӑ. Тепӗр кунне тата каҫне, ҫынсем каланӑ тӑрӑх, хӑнасем пулӑра ирттернӗ.

Космонавтсем килнӗ кун хулари «Спорт» лавкине тӑват-пилӗк мӑшӑр вӑрӑм кунчаллӑ атӑ тата пӗр вунӑ вӑлта сутма кӑларса хунӑ иккен. Пулӑҫсем ку япаласен ун чухнехи чӑн-чӑн хакне пӗлеҫҫӗ ӗнтӗ. Ватӑ ҫын каланӑ тӑрӑх черетре тӑни ахалех пулнӑ: хатӗрсене сӑмса умӗнчех темле пысӑк пуҫлӑх илсе кайнӑ пулать. Кайран тин ҫынсем ӑнланнӑ: космонавтсем пулӑ тытасшӑн пулнӑ имӗш. Паллах ӗнтӗ хула пулӑҫисене ку япала ытлашши кӳрентерме пултарайман.

Калама ҫӑмӑл: Ҫӗмӗрлере хӑнара космонавтсем!

#Ҫӗмӗрле, #Ҫӗмӗрле районӗ, #асаилӳ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем