Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Шахматла вылякансен пурнӑҫ тӑршшӗ вӑтамран ахаль ҫынсенчен вӑрӑмрах, вӗсем ҫичӗ-сакӑр ҫул ытларах пурӑнаҫҫӗ. Хӑш-пӗр чухне ку виҫе 14 ҫул таранах пысӑк. Кун пирки ӑсчахсем нумай пулмасть PLoS One журналта статья пичетлесе пӗлтернӗ.
«Эпир шахматҫӑ-гроссмейстер пурнӑҫӗ кӗскерех пулни пирки калакан халапӑн тӗрӗсмарлӑхне кӑтартрӑмӑр. Чӑннипе вӗсем ахаль ҫынсенчен самай ытларах пурӑнаҫҫӗ — хӑш-пӗр чухне ку виҫе нормӑран 14 ҫултан та иртет. Ку уйрӑмах Раҫҫейре палӑрать — ҫынсен вӑтам пурнӑҫӗ кӗске чухне», — ҫапларах пӗлтерет статьяра Мельбурн (Австрали) университетӗнчи ӑсчах Филипп Кларк. Хӑйсен тӗпчевӗнче вӗсем 1200 шахматҫӑ-гроссмейстер пурнӑҫне тӗпченӗ. Ҫав шута пурнӑҫран уйрӑлма ӗлкӗрнисем те кӗнӗ.
владимир // 3957.56.0551
2018.05.09 00:18 | |
Ну, лайах пулчĕ те ку статьяна вулани! Ара, эпир "пустуй вĕрем ирттерен" сăмаха миçе хут илтместпĕр-ши "шахмăтçăсем"! Халь "вçо" - "хирĕçлемелли мел" малашне "алайĕнче" пулĕ...Тав статьан авторне те, кунашкал "сăнавçăсене те - ыр сăмах! | |
