Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -4.7 °C
Качакан сухалӗ вӑрӑм та ӑсӗ кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Халӑх театрӗ 45 ҫулта

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
jakut8 02.11.2011 11:15 | 1849 хут пӑхнӑ
Театр актёрӗсем
Театр актёрӗсем

Иоаким Максимов-Кошкинский ячӗллӗ халӑх театрӗ йӗркеленнӗренпе кӑҫал 45 ҫул ҫитрӗ. Ҫак тапхӑрта артистсем сахал мар спектакль хатӗрленӗ. Ятарласа вӗренмен, чун ыйтнипе ҫӳрекенскерсен ҫитӗнӗвӗсем те сумлӑ. Халӑх театрӗ Петӗр Хусанкай ячӗллӗ культура керменӗнче вырнаҫнӑ.

Чӑваш халӑх драма театрӗ 1966 ҫулта ӗҫлеме пуҫланӑ. Ӑна Виталий Горбунов пуҫарса янӑ. 40 ҫул ӗнтӗ пултарулӑх ушкӑнне Нина Панина ертсе пырать. Вӑл — паллӑ режиссер, пултаруллӑ педагог, Раҫҫей Федерацийӗн тата Чӑваш республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ.

Халӑх театрӗн репертуарӗ пуян. Куракан умне пултарулӑх ушкӑнӗ 7 спектакль кӑларма пултарать. Вӗсен шутӗнче Волковӑн «Туй икерчи», Угаринӑн «Улькка кинӗн виҫӗ кинӗ», Стаднюкӑн «Юратупа кавӑн», Нина Панинӑн «Йӑх вӑрманӗ» тата ыттисем.

Ҫӗннисенчен пӗри репертуарта грузи драматургӗн «Ханума» пьеси. Кӑҫалхи сезона та артистсем ҫӗнӗ спектакльпе пуҫласшӑн.

Спектакльсенче усӑ куракан япаласене, сцена ҫине тухмалли ҫи-пуҫне артистсем хӑйсем ӑсталаса илемлетеҫҫӗ. Ӗҫ хыҫҫӑн пушӑ вӑхӑт тупӑнсанах вӗсем репетицисем ирттереҫҫӗ, ҫитӗнӗвсене, ҫитменлӗхӗсене пӗрле пухӑнса сӳтсе яваҫҫӗ. Халӗ халӑх театрӗ 45 ҫул тултарнине паллӑ тума хатӗрленет. «Куракана чылай ҫӗнӗлӗх кӗтӗ», — теҫҫӗ артистсем.

#юбилейсем, #театрсем, #Шупашкар

 

Комментари:

мишутка // 2272.94.4241
2011.11.11 11:48
сирĕн пата театра çÿреме юратьи
мишутка // 2272.94.4241
2011.11.11 11:49
сирĕн пата театра çÿреме юратьи
валерИк // 3999.38.3087
2011.11.11 14:52
мухтав сире
ВалерИк // 3999.38.3087
2011.11.11 15:01
Виталий Горбунова статьяра аса илни чуна пăлхатрĕ.Эпĕ, ун студенчĕ, Цивильскра культпросвет училищинче, пулнăччĕ.Тăпри çăмăл пултăр ĕнтĕ.Ăнăçлă ĕç пуçланă Вăл нимĕçсемпе вăрçăра çапăçнăскер.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем