Пӑрачкав районӗнче пурӑнакан 24 ҫулти арҫын полицирен пулӑшу ыйтнӑ. Вӑл ӗне сутнӑ чухне шар курнӑ. Ултавҫӑсем унӑн 39 пин тенкине йӑкӑртнӑ.
Хайхискер пӗр сайтра ӗне сутни пирки пӗлтерӳ лартнӑ. Кӗҫех ун патне арҫын шӑнкӑравланӑ, хӑйӗнпе Чулхула облаҫӗнчи фермер хуҫалӑхӗн бухгалтерӗ тесе паллаштарнӑ. Вӑл ӗне туянасшӑн-мӗн.
Арҫынсем калаҫса татӑлнӑ хыҫҫӑн сутуҫӑ хӑйӗн банк карттин реквизичӗсене пӗлтернӗ. Карточка хыҫӗнчи виҫӗ хисепе те каланӑ вӑл.
Каярахпа арҫын банкоматра укҫа тӗрӗсленӗ, счет ҫинче 39 пин тенкӗ курсан ӑна ӗне туянакан куҫарса панӑ тесе шухӑшланӑ. Унтан ҫав арҫын каллех шӑнкӑравланӑ, темӗнле йӑнӑш пулнине, квитанци килменнине пӗлтернӗ, ҫавӑнпа сутуҫа укҫана каялла куҫарма ыйтнӑ.
Укҫа куҫарсан хайхискер килекен СМС-ҫырусем мӗне пӗлтернине ӑнланнӑ. Лешӗ унӑн ячӗпе «онлайн-пӳлӗм» тунӑ та вкладри укҫине карточка ҫине куҫарнӑ. Ҫапла майпа сутуҫӑ «бухгалтера» хӑйӗн укҫинех куҫарса панӑ.