Акан 16-мӗшӗнче Ача юррисене юрлакансен юбилейлӗ 5-мӗш «Мехел» конкурсӑн республикӑри гала-концерчӗ иртрӗ. «Паян ҫак сцена ҫинче малашне пирӗн наци культурин чапне саракан ҫамрӑк артистсем тухса юрлаҫҫӗ. Конкурса хутшӑнакансем ҫулсерен ӑсталанса пыраҫҫӗ, ҫӗнӗ талантсем палӑраҫҫӗ. Ҫакӑ Чӑваш Ен юрӑ-кӗвӗ культури малашне ӑнса аталанассине шанма май парать», — конкурсантсемпе куракансене саламланӑ чухне палӑртрӗ Роза Лизакова, Чӑваш Ен культура министрӗ.
Елена Ижендеева, ВГТРК-н «Чувашия» ГТРК филиалӗн директорӗ, конкурс юрӑҫсемшӗн тата вӗсен ертӳҫисемпе организаторӗсемшӗн тапса тӑран хавхалану ҫӑлкуҫӗ пек пултӑр тесе сунчӗ.
Ҫӗнтерӳҫӗ ячӗшӗн кӑҫал республикӑн районӗсемпе хулисенчен 140 юрӑҫ хутшӑнса ӑмӑртрӗ. Вӗсенчен 65-ӗшӗ финала тухрӗҫ. Конкурсӑн 30 лауреатне асӑнмалӑх парнесемпе тата ятарлӑ статуэткӑсемпе чысларӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗсене жюри кӑна мар, куракансем SMS майӗпе янӑ сасӑ та палӑртрӗ. Куракансене чи килӗшнӗ 2 юрӑҫа ятарлӑ парнепе чысларӗҫ.
«Мехел» конкурсӑн юбилейлӗ ҫулӗ унчченхисенчен интереслӗрех, ӑстарах та пулчӗ теме пултарчӗҫ жюри членӗсем. Юрӑҫсем сцена ҫинче хӑйсене хӑюллӑрах тытнине, костюмӗсем расна та интереслӗрех пулнине палӑртрӗҫ. Николай Казаков, Чӑваш Ен композиторӗсен союзӗн председателӗ, конкурсра чӑваш композиторӗсен ҫӗнӗ хайлавӗсем янранине савӑнса пӗлтерчӗ.
Парнелӳ хыҫҫӑн конкурсӑн чи лайӑх номерӗсене пухнӑ концерт пулчӗ. Кашни хутшӑнаканшӑн «ҫӑлтӑрлӑ» самант ҫитрӗ. Ҫирӗпленнӗ йӑлапа тӗл пулӑва Петӗр Хусанкай сӑввипе Николай Казаков кӗвӗленӗ, конкурса хӑйӗн ятне панӑ «Мехел» юрӑ янӑрарӗ.
cakanar turhane // 1266.7.4973
2011.04.20 16:18 | |
"Мехел" концерчĕн видеоне ăçта-та пулин пăхма пулать-ши? | |
В // 1151.20.8276
2011.04.20 20:07 | |
Чăнах та, ăçта курма пулать? |