Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Пиҫнӗ-пиҫмен иккӗ тӑрантарать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: «Ҫӑлкуҫра» ҫӑварние уявларӗҫ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 05.03.2011 19:42 | 2399 хут пӑхнӑ
Уявра
Уявра

Паян, пушӑн 5-мӗшӗнче, Шупашкарти «Ҫӑлкуҫ» хупахра «Сувар» фонд тӑрӑшнипе йӗркеленӗ Ҫӑварние уявларӗҫ.

Уява Виталий Петрович Станьял пуҫларӗ — вӑл ун ҫинчен кӗскен каласа пачӗ. Хальхи вӑхӑтра вӑл православи тӗнне пӑтрашӑнса кайнӑ пулсан, чӑн чӑвашла ӑна пушӑн 21-27-мӗшӗсенче, ҫӗрпе кун танлашнӑ вӑхӑтра ирттермелле. Арсений Тарасов уяв ячӗн этимологине каласа пачӗ — вӑл «ҫу»-па ҫыхӑнман иккен, хӗвелпе ҫыхӑннӑ. Вӑл шутланӑ тӑрӑх авалхи пӑлхар-сӑвар-чӑваш чӗлхинче «хӗвел» пӗлтерӗшлӗ «яр» сӑмах пулмалла пулнӑ. Ҫапла майпа вара уяв ячӗ хальхилле «хӗвел эрни» пӗлтерӗшлӗ.

Ҫӑварни сӑри ӗҫнӗ хушӑра пухӑннисене хӑйӗн пултарулӑхӗпе «Шуҫӑм» фольклор ушкӑнӗ савӑнтарчӗ. Вӗсен юрри-кӗвви пурне те килӗшрӗ. Маларах вӗсен пултарулӑхӗпе паллашманскерсем тӗлӗнсе итлесе ларчӗҫ, ыттисенче хытӑрах алӑ ҫупрӗҫ.

«Сувар» фонд уявра сумлӑ арсемпе арӑмсене хӑйсен хӗвел паллине парнелесе чысларӗ. Деменцова Роза Трофимовнӑпа Алена Терентьева («Чӑваш наци радиовӗн» ӗҫченӗсем) шӳлкеме евӗрлӗ палла тивӗҫрӗҫ. Ҫавӑн пекех Евдокия Александровна Андреевӑпа (ЧППУ факультет деканӗ), Сергеева Зоя Нестеровнӑна анне палӑкӗ еверлӗ шӗпсутпа (статуеткӑпа) чысларӗҫ.

16 сехет хыҫҫӑн чӑваш халӑхӗн хастарӗсем ҫӑварние палӑртма Шупашкар кӳлмекӗн хӗррине тухрӗҫ.

 

Сӑнсем: 1 пай (тӗп сӑнсем, 9 шт.), 2 пай (тулли пай, 37 шт.)

#уявсем, #Ҫӑварни, #Шупашкар, #Шуҫӑм

 

Комментари:

УЛТИЯР // 3204.98.6012
2011.03.10 12:11
Мĕле маттур-ха "СУВАР" фонда йĕркелекенсем,ЧНК тумалли ĕçсене туса пыраççĕ.Авалтан пыракан йăласене манма памаççĕ.Эрех ĕçменни те савăнтарать.Вăл пирĕн халăхăмăрăн апат-çимĕçĕ мар çке.Çак шĕвек пурне те ăсран кăларать.Ăна пулах конгресс ертÿçи те,питĕ шел,сумран тухрĕ.Халăха сутакансем (коллаборационистсем) ĕçчĕр ăна,пурпĕрех вĕсенчен усси çук.Эпир,тулайра пурăнакан ентешсем,эрех ăшне путнă ЧНКан ертÿçине пула мĕн чухлĕ нуша куратпăр.Шупашкара пырсан та "СУВАР" фондпа Çеçпĕль фончĕн кантурĕсенче анчах сумлă ентешсемпе тĕл пулатпăр.Тавтапуç Тимĕр Тяпкинпа (Кĕтерне хулинче ахальтен мар ăна генерал Н.Сидоров-Тимĕр Всея Руси ,тесе хакларĕ,ĕçĕсене кура пулĕ ĕнтĕ.Уявсене Çеçпĕл фончĕпе пĕрле тусан тата та илемлĕ те анлă пулнă пулĕччĕ.Ахаль те халăхăмăршĕн ĕçлекенсем сахалăн тăрса юлчĕç.Пĕрле пулса ĕçлесчĕ.
Тимер // 8568.8.6851
2011.03.10 16:39
"СУВАР"фонд уявсене килте тунă сăрапа кăна уявланипе пурте ырлаççĕ. Хальхинче те сăрана Ишлейре пĕр карчăк вĕретрĕ.Сире те çавăнпек тума сĕнетĕп. Мĕншĕн пирĕн укçа тÿлесех хамăра-хамăрăн таçта Осетинче тунă таса мар эрехе ĕçсе минремелле? Марпосадпа Етĕрнере эрех заводне те хупрĕç вĕт мускавсем. Вĕсен эрехĕ тасаччĕ хăть. Питех эрех кирлĕ пулсан,ман шутпа,килте тунине ним те çитместь. Атьăр-ха хамăра хисеплеме пуçлар:илер мар лавккасенче çав наркăмăша!
Ильтимер // 3471.89.0089
2011.03.10 21:35
Килĕшеп сирĕнпе, çав наркăмăшпа варланармар!
УЛТИЯР // 2564.44.9630
2011.03.10 23:09
Тимĕрпе килĕшетĕп, эрехпе кĕвĕçÿ пирĕн халăхăмăрăн тăшманĕ.Ваттисене асăннă чух килти аншарлинчен лайăххи çук та пулĕ (хамăр ÿстернĕ тырăран хатĕрленĕ вĕт).Унпа та иртĕхме кирлĕ мар.Тен,пире кураймансем юриех ЧНК ертÿçине ,Архипова, эрехпе туслаштарнă.Леш,ахаль те чуххăммăн,хăйĕнчен-хăй хăраса çÿретчĕ.Питĕ шел паллах Архипова та,пĕр пысăк çитĕнÿ пурахчĕ унра-тăван чĕлхепе пуплеччĕ.Хăй вырăнне сыхласа хăварассишĕн юлташĕсемпе конгресс ĕçне пăрахăçласа сутни,вара,киревсĕр ĕç.Ăçта илсе çитерет эрех!!!."СУВАРСЕМ" патшалăх влаçĕ тăвакан ĕçе(урă пурнăçшăн) туса пыраççĕ.Тавтапуç сире.Сирĕн фонд членĕ мĕнле майпа пулма пулать?
Тимер // 8568.8.6851
2011.03.17 16:21
СУВАР фондра пулас тесен -чи малтан-тăван халăхăн мăнаçлă историне пĕлмелле. Хамăрăн йăла-йĕркесене,турăсене хисеплемелле. Тăван чĕлхене хисеплемелле. Çемьере те пур çĕрте те тăван чĕлхепе калаçмалла. Пĕр-пĕрне пулăшмалла яланах.Эрех ĕçмелле мар. Ачасене авлхи хитре те илемлĕ ятсене памалла(вĕсем нумай).Ĕçлеме те савăнма та пĕлмелле.Хамăрăн ташăсене ташламалла.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем