«Атӑл» киностуди ӗҫченӗсем ҫанӑ тавӑрсах тӑрӑшаҫҫӗ. Тин кӑна вӗсем «Хорло» фильм ӳкерсе пӗтерчӗҫ. Хастарсем тепӗр картина ӳкерме палӑртнӑ.
«Фуга» ятлӑ фильма та, «Хорло» пекех, Чӑваш Енре ӳкерӗҫ. Ку ӗҫе авӑн уйӑхӗнче пуҫӑнӗҫ. Чӑваш Енре пурӑнакансен массӑллӑ сценӑсене хутшӑнма май пур.
Матвей Безродных хӑюллӑ утӑм туса ӑнсӑртран пуриншӗн те тӗслӗх пулса тӑрать. Анчах унӑн пурнӑҫӗнчен хура йӗр пур, ун пирки вара никам та пӗлмест. Ҫакнашкал сюжет пулӗ. Ӑна сценари авторӗсем драма тесе палӑртнӑ.
«Фуга» — тӑнне ҫухатнӑ ҫын пирки, вӑл хӑйӗн пурнӑҫӗ ҫинчен ток-шоура пӗлет. Фильм тӑршшӗпех вӑрттӑнлӑх пытанни куракана тыткӑнлӗ. Фильм режиссерӗ — Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫуралса ӳснӗ Марат Никитин.
Фильмри тӗп сӑнарӑн психологи ваййи выляма тивет. Актерсене суйланӑ ӗнтӗ. Унта Мускаври паллӑ актерсем те вылӗҫ. Ӳкерӳ Ҫӗнӗ Шупашкарта, Шупашкарта тата Етӗрнере иртӗ.
Сӑмах май, Марат Никитин кӗске метражлӑ «Никита» фильма та Чӑваш Енре ӳкернӗ.