Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Шӗшкӗ авмасӑр мӑйӑр татаймӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Тӗрӗк халӑхӗсен I конгресне чӑвашсем те хутшӑнчӗҫ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 21.09.2010 19:48 | 1901 хут пӑхнӑ
Конгресра
Конгресра

Ҫурлан 25-29-мӗшӗсенче Молдова Республикинчи «Гагауз ҫӗрӗ» автономи облаҫӗнче тӗнчери тӗрӗк халӑхӗсен пӗрремӗш Конгресӗ ӗҫлерӗ. Унта тӗнчери 14 ҫӗршыв делегацийӗсем, Турцирен, Иранран, Ливанран, Сирирен, Азербайджанран, Болгарирен, Венгрирен, Кӑркӑстанран тата ытти ҫӗртен килнӗ хӑнасем хутшӑнчӗҫ. Ҫав шутра Чӑваш Енри ҫамрӑксен «Сӑвар» пӗрлешӗвӗн хисеплӗ эльтеперӗ Олег Михайлович Цыпленков ертсе пынӑ Чӑваш Республикин делегацийӗ те. Делегаци йышӗнче — ҫыравҫӑсем, вӗрентекенсем, ытти ҫӗрте ӗҫлекенсем, «Шуҫӑм» фольклор ансамблӗ.

Конгресӑн пӗрремӗш ларӑвӗ ҫурлан 25-мӗшӗнче «Гагауз ҫӗрӗн» тӗп хулинче, Комратра, иртрӗ. Ытти ларусем гагаузсем пурӑнакан чи пысӑк ялсенче — Конзакпа Копчакра.

Конгресс ӗҫне Гагаузин парламент пуҫлӑхӗ, Комрат хулин мэрӗ, депутатсем, Азербайджан, Турци посолӗсем, Раҫҫей посольствин культура енӗпе атташе тата ытти паллӑ ҫынсем хутшӑнчӗҫ.

Конгресс 7 ҫынран вӑхӑтлӑх Йӗркелӳ Комитетне йӗркелесе ӑна Конгресс Уставӗпе Программине хатӗрлеме, ытти тӗрӗк халӑхӗсемпе калаҫма полномочисем панӑ. Тепӗр Конгреса Комитетӑн мӗнпур документсене йӗркелемелле.

Конгресс йышӑннӑ резолюцире чӑваш халӑхне пырса тивекен ҫак сӑмахсем те пур: «Тӗрӗк халӑхӗсен Конгресӗ чӑваш халӑхӗн йышӗ питӗ хӑвӑрт, пӑшӑрхантармалла чакса пынишӗн канӑҫсӑрланать. Эпир Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗ, Парламенчӗ, Правительстви патне ҫак инкекӗн сӑлтавӗсене тупса палӑртса чӑваш халӑхӗн чӗлхипе культурине упраса хӑварса малалла аталантарма ятарлӑ патшалӑх Программи туса хатӗрлеме компетентлӑ экспертсен ушкӑнне туса хума ыйтатпӑр.

Чӑваш чӗлхин — тӗрӗк халӑхӗсен пӑлхар ушкӑнӗнчи пӗртен-пӗр чӗрӗ чӗлхин уникальлӗхне шута илсе Конгресс ҫавӑн пекех Тӗнче пӗрлӗхне, ООНа, ЮНЕСКОна ку ыйтӑва чи пысӑк шайра татса пама ыйтса Чӗнсе калать».

Конгреса килнӗ хӑнасене, ҫав шутра Чӑваш Енри ҫамрӑксен «Сӑвар» пӗрлешӗвӗн хисеплӗ эльтеперӗ Олег Михайлович Цыпленков ертсе пынӑ Чӑваш Республикин делегацине те ҫӗршыври чи пысӑк ялсенчен пӗринче — Чадырлунгски районӗнчи Копчак ялӗнче вырнаҫтарчӗҫ. Ку ял Комрат хулинчен 45 ҫухрӑмра ларать. 1789 ҫулта никӗсленӗскерте 10 пин ҫын ытла пурӑнать.

Авӑнӑн 1-мӗшӗнче ирхине ирех чӑваш делегацийӗ Шупашкара килсе ҫитрӗ.

Пӗлме: Молдовӑра мӗнпурӗ 120 ытла этнос пурӑнать. Гагаузсен шучӗ республикӑра 140 пин ҫын ытла. Кунсӑр пуҫне вӗсем Украинӑра, Болгарире, ытти ҫӗрте те пурӑнаҫҫӗ. Чӗлхи тӗрӗк чӗлхисен огуз ушкӑнне кӗрет. Гагаузсен автономи центрӗ — Комрат хули Ялпуг шывӗ ҫинче вырнаҫнӑ. Хула шутне ӑна 1957 ҫулта кӗртнӗ.

 

Сӑнӳкерчӗксем (180)

#конгрессем, #Шуҫӑм, #тӗнчере

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://suvar.su/3161.html
 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем