Чӑваш наци конгресӗнче ӗнер ЧНК Ваттисен Канашӗн пайташӗсем кӗрекене пуҫтарӑннӑ. Вӗсене конгресс президенчӗ Николай Угаслов йыхравлани пирки ЧНКн пресс-ҫыруҫи Зоя Яковлева пӗлтерет.
Кӗрекене пухӑннисем хушшинче хӑй вӑхӑтӗнче министр пулнисем, ӑсчахсем, ҫыравҫӑсем, таврапӗлӳҫӗсем, профессорсем пулнӑ. "Пурӗ ҫирӗм пиллӗкӗн вӗсем, чӑваш халӑхӗн чи хисеплӗ, аслӑ та ӑслӑ ҫыннисем", - пӗтӗмлетет хайхисем пирки Зоя Яковлева.
-Эпӗ сире питӗ хисеплетӗп, сирӗнтен кӑшт именетӗп те, сирӗн пуян пурнӑҫ опычӗ конгресӑн ӗҫӗнче усӑллӑ пулассине шансах тӑратӑп,- тенӗ Чӑваш наци конгресӗн Президенчӗ Николай Угаслов уяв кӗрекине уҫнӑ май.
Уяв сӗмӗ кӗртсе Ваттисен Канашӗн пайташӗсене Вячеслав Христофоровпа Марта Зайцева, Елена Османова, Алексей Московский тата Олеся Никитина юрӑсем шӑрантарнӑ.
Ватӑсем уйрӑм темӑсене сӳтсе явмалли канашлусем ирттерме, республика Пуҫлӑхӗпе те тӗл пулма калаҫса татӑлнӑ.