Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Пулӑ пуҫӗнчен ҫӗрет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Николай Гордеев сарӑмсӑр вилнӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 01.06.2010 18:10 | 3646 хут пӑхнӑ

Вилӗм яланах — кӑтмен инкек, ку тӗслӗхре вара — пушшех кӗтменрен те кӗтменни. Ҫывӑх ҫыннисем, ӗҫтешӗсем, ӑна юратнӑ, хисепленӗ ҫынсем ӗнер, ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистне Николай Гордеева юлашки ҫула асатнӑ. «Хыпар» хаҫат паян ҫак хыпара пӗлтерчӗ.

Мӗн пулнӑ? Уҫӑмсӑрри пайтах. РФ Прокуратури ҫумӗнчи Следстви комитечӗн республикӑри Следстви управленийӗн ертӳҫин пулӗшуҫи Олег Дмитриев «Хыпар» корреспондентне пӗлтернӗ тӑрӑх, артист виллине иртнӗ шӑматкун ирхине Шупашкарти Ҫамрӑклӑх бульварӗнчи хӑй пурӑнакан ҫурт подъезчӗ умӗнче тупнӑ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, вӑл подъездӑн 7-8-мӗш хутсен хушшинчи чӳречинчен хӑй сикнӗ (эпир пӗлнӗ тӑрӑх, Гордеевсен ҫемйи тӑваттӑмӗш хутра пурӑнать). Мӗншӗн ҫапла хӑтланнӑ — калама хӗн. Тӑванӗсем вӑл юлашки вӑхӑтра пусӑрӑнчӑк кӑмӑллӑ пулни, вилӗм пирки сӑмах пуҫаркалани ҫинчен каланӑ-мӗн.

Чӑннипех — пысӑк ҫухату. Н.Гордеев 1961 ҫулта Ҫӗрпӳ районӗнчи Вутлан ялӗнче ҫуралнӑ. 1983 ҫулта М.Щепкин ячӗллӗ театр училищин чӑваш студине пӗтерсе килнӗ, Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче ӗҫлеме тытӑннӑ. Вӑл калӑплана сӑнарсене куракан хапӑл туса йышӑнатчӗ. Ҫулсем иртнӗ май вӑл театртан кайса бизнес енне сулӑнчӗ, ҫапах сценӑран та ютшӑнмарӗ: вӑл пӗччен, мӑшӑрӗпе юрлакан эстрада юррисене пурте кӑмӑлласа итлетчӗҫ.

Артиста ӗнер Ҫӗрпӳ районӗнче тӑван ялӗнче пытарнӑ.

#пӑтӑрмахсем, #Ҫӗрпӳ районӗ, #Шупашкар

 

Комментари:

ольга тапирова // 3804.85.6010
2010.06.02 20:31
шел!николай гордеев юррисем пите чуна пырса тиветчеç!
Андрей Шур // 4283.27.2779
2010.06.04 10:45
Николай Гордеев пысăк талантчĕ! Йывăр тăпру çăмăл пултăр!

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем