Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Ҫинҫе (Владислав Николаев)


Çинҫе — чӑвашсен ҫуллахи уявӗ. Ăна Ҫӗр амӑшӗн туррине халалланӑ. Ҫӗр-анне йывӑрланнӑ, ҫавӑнпа та ӑна лӑпкӑ канма памалла тенӗ. Ҫинҫене тепӗр ҫӗрте «уяв» ятпа калани те тӗл пулать. Ку тапхӑрта ҫӗре кантарнисӗр пуҫне халӑх та каннӑ, ҫавӑнпа та ҫинҫене «канлӗ вӑхӑт» тени те пур.

Ҫинҫе питӗ интереслӗ вӑхӑт, уяв пек те мар вӑл. Мӗншӗн тесен уявра чӑваш яланах ӗҫсе-ҫисе савӑннӑ, ҫинҫере апла савӑнма юраман. Ҫинҫере чӳк тавраш та ирттермен.
Уявӑн ячӗ пулса кайнине ӑсчахсем тӗрлӗрен ӑнлантараҫҫӗ. Пӗрремӗшӗ, «ҫинче» сӑмахран пулнӑ текенсем йышлӑ. «Ҫинче» — апла тӑк, йывӑр ҫын, ҫие юлнӑ. Иккӗмӗшӗ, ҫинҫе «ҫӗнӗ ҫулла» тенине пӗлтерет имӗш. Виҫҫӗмӗшӗ, уяв ятне «ҫинҫе — тонкий» сӑмахпа арпаштараҫҫӗ. Мӗншӗнне вара ӑнлантарни ҫук. Сӑмах май, ҫармӑссен ҫак уяв ячӗ синкса, китайсен sinze, славянсем ҫӗрпе пӗлӗт пӗрлешнӗ тапхӑра «Духов день» тесе палӑртнӑ.

Ҫинҫе вӑхӑчӗ ҫӗр ӗҫӗпе ҫыхӑннӑ. Вӑл ҫурхи акана вӗҫленӗ, пахча-ҫимӗҫсене акнӑ-лартнӑ хыҫҫӑн ик-виҫ эрнерен пуҫланнӑ. Ыраш пучаха ларнӑ вӑхӑтра темелле. Ҫӗртме сухине тухиччен тӑсӑлнӑ. Ҫинҫе 2 эрне е 12 кун пынӑ, хӑш-пӗр тӗлте пӗр эрне е виҫӗ кун пирки калани те пур.

Ҫинҫе пуҫланасси пирки ватӑсем ял тӑрӑх ҫӳресе пӗлтернӗ, кашни киле кӗрсе ӑнлантарнӑ. Ҫинҫе пуҫланиччен пӗтӗм ӗҫсене пӗтермелле пулнӑ, мӗншӗн тесен уявра чылай ӗҫе тума юраман. Ҫӗр-аннене хисеплесе чару йӗркине хытӑ пӑхӑннӑ. Уйрӑмах ҫӗрпе ҫыхӑннӑ ӗҫсене тума юраман: сухаламалла мар, нӳхреп, шӑтӑк чавмалла мар, патак ҫапса, юпа чавса лартмалла мар, ҫӗр ҫине ҫара уран пусма та юраман. Ҫак вӑхӑтра хире тухса та пӑхман. Ҫӗр-анне йывӑрланнӑ, ҫуратма хатӗрленет, ӑна кансӗрлемелле мар тесе шутланӑ чӑвашсем.

Ҫинҫе вӑхӑтӗнче хире тислӗк турттарма, утӑ ҫулма, ҫум ҫумлама юраман. Арҫын ачасене симӗс ҫимӗҫ (сухан, кӑшкар тата ытти те) паман. Вут хутма та чарнӑ, ҫавӑнпа ҫӑкӑра маларахах ҫителӗклӗ пӗҫерсе хунӑ. Кӑмака шуратма, хӑрӑмне тасатма юраман. Ҫак хушӑра ҫурт, кӗлет-хуралтӑ тавраш тума, юсама, пӳрт тӑррине е ытти ҫӳллӗ ҫӗре хӑпарма, карта урлӑ каҫма та юраман. Мунча хутма та чарнӑ, ҫавӑнпа уяв умӗн хутса ҫӑвӑннӑ. Уйрӑмах пусма, ҫип тавраш пӗветме чарнӑ, кӗпе-йӗм ҫума, пир тӗртме те юраман.

Кӑнтӑрла юрлама та чарнӑ, ҫавӑнпа вӑйӑ картине каҫхине ҫеҫ тухнӑ ҫамрӑксем.
Ҫинҫере пурте — арҫынсем те, хӗрарӑмсем те, мучисемпе кинемейсем те — шурӑ тум тӑхӑннӑ.

Ял халӑхӗ ҫак чарусене мӗнле пӑхӑннине ватӑсем е суйланӑ ҫынсем тӗрӗслесе тӑнӑ. Юраман ӗҫ тӑвакансене чарнӑ, ял халӑхӗ пухӑнса хӗнеме те пултарнӑ. Сӑмахран, патакпа ҫӗре ҫапса ларакан ачаран патакне туртса илнӗ. Хӗрлӗ е кӑвак кӗпе тӑхӑннӑ ҫыннӑн кӗпине хывса илнӗ, хӑйне шывпа сапнӑ е тикӗтпе те вараланӑ. Туртса илнӗ япалисене тавӑрса памасса та пултарнӑ, е ҫырмана кайса пӑрахнӑ.

Чарнӑ ӗҫсене пурнӑҫлани инкек кӳрессе питӗ ӗненнӗ чӑвашсем. Пусма е ҫип пӗветсен тырпул пулмасть тенӗ, ҫӳле хӑпарсан — пучахсем имшер ҫитӗнеҫҫӗ имӗш. Ҫавӑнпа та пӑхӑнманнисене патакпа хӗненисем те пулнӑ, вӗсене пула пӗтӗм халӑх шар курма пултарать-ҫке.

Ҫинҫе — нимӗн те туман, каннӑ вӑхӑт. Ҫынсем ниҫта та ҫӳремен, килте, кил таврашӗнче ирттернӗ кунсене. Арҫынсем тухса ларса юмах ҫапнӑ. Вӗсен пулӑ тытма тата ҫӑпата хуҫма юранӑ. Хӗрарӑмсем шурӑ пусмаран ҫӗлеме пултарнӑ. Хӑшӗсем ҫак кунсенче кӗлечӗсенче е урамрах ҫывӑрнӑ. Ҫинҫере ҫынсем ҫеҫ мар, лашисем те каннӑ, вӗсене пӗрре те кӳлмен.

Анчах та хӑш-пӗр чух чарусене пӑхӑнманни те сиксе тухкаланӑ. Сӑмахран, ҫын вилсен пытарма ҫӗр чавмаллах пулнӑ. Пахча-ҫимӗҫсене йӑранне маларахах хатӗрлесе хунӑ пулсан акма-лартма юранӑ. Шурӑ тӗслӗ пир тӗртме, шурӑ пусмаран ҫӗлеме юранӑ.
Ҫинҫе ҫӗр ӗҫӗпе ҫыхӑннӑ терӗмӗр. Чӑвашсем ҫӗре ҫынпа танлаштарнӑ, вӑл этем пекех-мӗн. Ҫавӑнпа та ӑна ача ҫуратма хатӗрленекен хӗрарӑма хӗрхеннӗ евӗрех сума сунӑ.

Владислав Николаев
Асамат & Шевле, 2014, 7№, 2 с.


 
Категорисем: Ҫинҫе

Тулли верси :: Статья каҫми