Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Хутар


Хутар (выр. Ходары) — Чӑваш Республикинчи Ҫӗмӗрле районӗнчи ял. Вӑл Хутар ял тӑрӑхӗн администраци центрӗ шутланать.

Географи

Ял Ҫӗмӗрле районӗн тухӑҫ пайӗнче, Эскетен юханшывӗн сылтӑм ҫыранӗнче, республика шайӗнчи автомобиль ҫулӗ ҫумӗнче вырнаҫнӑ. Ялтан республикӑн тӗп хулине, Шупашкара ҫитме — 87 километр, район центрне, Ҫӗмӗрле хулине ҫитме — 19 километр, чи ҫывӑхри Ҫӗмӗрле чукун ҫул станцийӗччен — 19 километр.

Истори

Яла XVIII ӗмӗрте никӗсленӗ. Ялӑн историлле ячӗсем: Лобашка, Ходарово, Ходар, Покровски.

Тӗрлӗ ҫулсенче ял ҫаксен йышне кӗнӗ:

1835 ҫулччен ял ҫыннисем патшалӑх хресченӗсем, 1863 ҫулччен вара удел хресченӗсем пулнӑ. Халӑхӑн тӗп ӗҫӗсем — ҫӗр ӗҫӗ, выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетесси, утарта пыл-хурт тытасси, платник ӗҫӗ, ҫавӑн пекех инҫе вырӑнта тара кӗрсе ӗҫлесси: вӑрман хуралҫисемпе кӑмрӑк ҫунтаракансем пулса ӗҫлесси, ҫӑмарта пухасси, тӑхланран тӗрлӗ япала тӑвасси, унсӑр пуҫне тимӗрҫӗ, пичкӗҫӗ, столярпа токарь, сӑранҫӑ, ҫӗвӗҫ тата атӑ-пушмак ӗҫӗпе тӑрӑшнӑ.

1748 ҫулта Турӑ Амӑшӗн Пукрав чиркӗвне туса лартнӑ (1941 ҫулта хупнӑ, 1989 ҫулта ҫӗнӗрен уҫнӑ). 1870 ҫулта Халӑх ҫутта кӑларас министерствин пуҫламӑш шкулӗ уҫӑлнӑ. XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнче суту-илӳпе промышленность заведенийӗ тата арман ӗҫленӗ. 1929 ҫулта Токсин ячӗллӗ колхоз йӗркеленӗ.

Халӑх йышӗ

Ялта чӑвашсемпе вырӑссем пурӑнаҫҫӗ. Ҫулсем тӑрӑх халӑх йышӗн улшӑнӑвӗ:

Инфраструктура тата экономика

Ял территорийӗнче Ленин ячӗллӗ ЯХПК тата «Агрофирма «Алёнушка» ТМЯП ӗҫлеҫҫӗ.

Хутар ялӗнче кирлӗ социаллӑ объектсем пурте пур темелле:

Паллӑ ҫыннисем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр


 
Категорисем: Хутар

Тулли верси :: Статья каҫми