Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Краснов Георгий Васильевич


Краснов Георгий Васильевич — чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ. Филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ. 1937 ҫулхи кӑрлачӑн 30-мӗшӗнче Етӗрне районӗнчи Йӗрхкасси ялӗнче ҫуралнӑ.

1969 ҫултанпа СССР ҪП членӗ шутланать. 1979 ҫулта Чӑваш ҫамрӑкӗсен Ҫеҫпӗл Мишши ячӗлле премийӗн лауреачӗ («Ӗмӗр тикӗс килмест» романшӑн) пулнӑ. 1984 ҫулта Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ятне, 2003 ҫулта Чӑваш Енӗн халӑх ҫыравҫи ятне тивӗҫнӗ.

Пурнӑҫӗ

Мӑн Явӑшри ҫичӗ ҫул вӗренмелли шкулта, Ҫӗрпӳ ял хуҫалӑх техникумӗнче, Мускав патшалӑх университечӗн журналистика факультетӗнче вӗреннӗ.

Колхоз председателӗ, Чӑваш АССРӗн радиовещанипе телевидени комитечӗн тӗп редакторӗ тата председатель ҫумӗ пулнӑ. Чӑваш АССР ҪП правлениӗн председателӗ, «Тӑван Атӑл» журналӑн тӗп редакторӗ вырӑнӗнче ӗҫленӗ.

Халӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчи журналистика факультечӗн профессорӗ.

Пултарулӑхӗ

Пурӗ 20 ытла кӗнеке тухнӑ:

Унӑн кӗнекисене вырӑсла, белорусла, кӑркӑсла тата ытти чӗлхеллӗ куҫарса кӑларнӑ.

Ҫавӑн пекех пӑхӑр



 
Категорисем: Краснов Георгий Васильевич

Тулли верси :: Статья каҫми