Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Юлташу хӑвӑнтан лайӑхрах пултӑр.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Пӑлхарпи

Чӑваш халӑх писателӗ Юхма Мишши хисепе тивӗҫлӗ авалхи чӑвашсен хушшинче Пӑлхарпи ятне асӑнать. Вӑл вырӑссен Аслӑ Владимир княжествине йӗркеленӗ Андрей Боголюбский кнеҫ /1111-1178/ арӑмӗ /княгиня/ пулнӑ. Чӑвашла ӑна патша майри тесех каламалла ӗнтӗ. Вырӑс ҫул ҫырӑвӗсенче вӑл мӗн ятлӑ пулнине ҫырса хӑварман, Пӑлхар хӗрӗ /булгарка/ пулнине ҫеҫ асӑннӑ. Чӑваш аваллӑхне тӗпченӗ Наум Урхи /Н.А.Андреев/ ӑна Пӑлхар пики /Пӑлхарпи/ тенӗ. Юхма та ӑна ҫав ятпах хӑварнӑ. Ун шучӗпе, вӑл Пӑлхар ҫӗршывне 1076-1118 ҫулсенче тытса пынӑ Атам /Адам/ патша хӗрӗ, сӑн-пуҫӗпе питӗ хитрескер пулнӑ. "Ҫавӑнпа Андрей Боголюбский... чӑваш-пӑлхар пикине пӗрре курсах чунтан-чӗререн юратса пӑрахни пирки пирӗн пӗрре те иккӗленмелле мар", — ӗнентерет вӑл пире. Сӑмах витӗмлӗрех пултӑр тесе В.Агеев ӳнерҫӗ сӑнланӑ унӑн портретне те илсе кӑтартать. Чӑнах та, кунта хӗрӗ питӗ хитре тухнӑ вара, чӑн-чӑн патша майри, поэт калашле, "пӗрре курсах юратса пӑрахмалла". Анчах ку унерҫӗ фантазийӗ ҫеҫ, чӑннипе вӑл мӗнле пулнине хальлӗхе никам та пӗлмест-ха.
Юхма шучӗпе, Пӑлхарпи вырӑс кнеҫӗпе малтанлӑха лайӑхах пурӑннӑ, виҫӗ /виҫҫех-ши?/ ывӑл ҫуратнӑ. Анчах килӗшӳ нумаях пырайман, 1174 ҫулта аслӑ кнеҫе хӑй керменӗнчех боярӗсем тискеррӗн вӗлернӗ. Халӑхра ку ӗҫе унӑн пӑлхар арӑмӗ /булгарка/ хӗтӗртнипе тунӑ текен сӑмах тухнӑ. "Убиен бысть от своих бояр... по научению своея ему княгини* - ҫырса хӑварнӑ ун пирки авалхи Тверь ҫул ҫырӑвӗнче.
Андрей Боголюбскин сарӑмсӑр вилӗмне С.М. Соловьевӑн "Чтения и рассказы по истории России" кӗнекинче /"Правда" изд., 1989/ тӗплӗн ҫырса кӑтартнӑ. Ку ӗҫ 1175 ҫулта 12 апостола асӑнакан кун умӗн ҫӗрле пулса иртнӗ, тенӗ. Аслӑ кнеҫе керменӗнче ӗҫлекенӗсем вӗлернӗ, вӗсене Анбал Исан ключник /алӑк уҫҫисен хуҫи/ ертсе пынӑ пулать.
Вырӑс кнеҫне качча тухнӑ Пӑлхар пики, Анбал, вӗсемпе ҫыхӑннӑ ытти ҫын кам пулнине нумаях пулмасть кун ҫути курнӑ "Гази-Барадж тарихы" текен авалхи Пӑлхар ҫул ҫырӑвӗнче ҫырса кӑтартнӑ. Унӑн авторӗ шӑпах ҫав вӑхӑтсенче /800 ҫулсем каялла/ пурӑннӑ, 13 ҫула яхӑн Пӑлхар патши пулнӑ, вунӑ ҫул вырӑсра тыткӑнра тӑнӑ, икӗ ҫӗршывне те питӗ лайӑх пӗлнӗ. Вӑл Андрей Боголюбскин икӗ арӑмне асӑнать, иккӗшӗ те Пӑлхартан тухнӑ тет.
Пӗрремӗш арӑмӗ Банат ятлӑ пулнӑ, вӑл миҫе ҫул пурӑнни паллӑ мар, унран кнеҫӗн Изяслав ятлӑ ывӑлӗ юлнӑ. Вӑл 1164 ҫулта ашшӗпе пӑрле Пӑлхара вӑрҫӑпа кайсан аманса тепӗр ҫултан вилнӗ. Каярах ашшӗ ӑна асӑнса Суздальрен инҫех мар /Нерли шывӗ хӗрринче. - А.Н./ чиркӳ ларттарнӑ.
Гази-Барадж ҫырнӑ тӑрӑх Банат питӗ сумлӑ пӑлхар йӑхӗнчен тухнӑ. Унӑн аслашшӗсенчен пӗри вырӑс енне куҫнӑ, ҫавӑншӑн "Качкын" /Каҫкӑн/ хушамата тивӗҫнӗ. Банат вырӑсрах ҫуралса ҫамрӑк кнеҫе качча тухнӑ пулас. Унӑн Аслан тетӗшӗ вара каялла Пӑлхара таврӑннӑ, кунта чул касса кӑларас ӗҫе йӗркеленӗ. Вӑл чула илемлетес енӗпе питӗ ӑста пулнӑ, тет; ӑна йывӑҫ пекех касса чечеклетме, тӗрлӗ ӳсентӑран, кайӑк-кӗшӗк, ҫын сӑнӗ-семпе илемлетме, ҫине сӑмах-сем ҫырма та пултарнӑ. Ҫак енӗпе Пӑлхар ҫӗршывӗнче ятарлӑ хуҫалӑх уҫнӑ пулать, эрешленӗ чулсемпе кунти нумай керменсемпе ҫуртсене илемлетнӗ, тет. Нерлири хӑй тӑванне /Изяслава/ асӑнса лартнӑ Пукрав чиркӗвне те ҫавах илемлетнӗ теҫҫӗ. Ун хыҫҫӑн ӑна Владимир хулинчи Успени чиркӗвне илемлеттереҫҫӗ. Асланӑн ывӑлӗ те ашшӗ ҫулӗпех кайнӑ, унпа пӗрле вырӑс хулисене чиркусем илемлетме ҫӳренӗ. Ҫак чиркӳсем паян та Раҫҫейре чи илемлӗ Турӑ ҫурчӗсен шутӗнче.
Ман шутпа, Аслӑ кнеҫӗн иккӗмӗш ывӑлӗ Мстислав та Банатранах пулнӑ. Анчах вӑл та, тетӗшӗ пекех, ашшӗпе Пӑлхара вӑрҫӑпа кайсан наркӑмӑшлӑ ухӑ йӗппи лекнипе 1173 ҫулта вилнӗ.

* * *
Боголюбскин иккӗмӗш /иккӗмӗш кӑна-ши?/ арӑмне Байгульби тенӗ. Вӑл чӑнах та, Юхма асӑннӑ пекех, пӑлхар патшин хӗрӗ пулнӑ, анчах Адамӑн мар, Хисам Анбал патшан. Вӑл 1135-1164 ҫулсенче патшара ларнӑ. Ҫар ҫыннисем ҫӗкленипе черетсӗр патшана тухнӑскер, кӗске вӑхӑтрах ҫӗршыва юхӑнтарса яма ӗлкӗрнӗ, ҫавӑнпа ӑна кунта юратсах кайман. 1164 ҫулта Андрей Боголюбский Пӑлхара вӑрҫӑпа кайнӑ чухне унччен /1118-1135 ҫулсенче/ патшара ларнӑ Шамгун ывӑлне Отяга хӑйпе пӗрле илсе пынӑ. Анбал вӑхӑтӗнче унӑн ҫӗршывран тухса кайма тивнӗ. Ҫавӑнпа вӑл Киевра, Владимирта ӳссе ҫитӗннӗ. Пӑлхарсем ӑна пӗр хирӗҫмесӗрех йышӑннӑ, тахҫанах йӑлӑхтарса ҫитернӗ Анбала вӗренпе ҫыхсах вырӑс кнеҫне панӑ, унпа пӗрле хӗрне те парса янӑ. Ҫакӑн хыҫҫӑн икӗ ҫӗршыв хушшинчи хирӗҫӳ те вӑхӑтлӑха лӑпланнӑ.
Аллӑ урлӑ каҫнӑ урҫа кнеҫ часах, ашшӗпе килӗштерсе, хӗрне качча илнӗ, лешне /пӑлхарсен патшине/ хӑйӗн керменӗнче алӑк уҫҫисен хуҫине /пӗрремӗш боярина/ лартнӑ. С.М.Соловьев кӗнекинче асӑннӑ Анбал Исан ключник ҫавах пулнӑ ӗнтӗ.
Малтанлӑха кунта килӗшӳ те пулнӑ-тӑр. Ҫуралнӑ ывӑлне вырӑс аслашшӗне асӑнса Юрий ят панӑ. Анчах пӗр вунӑ ҫултан ҫӳлте асӑннӑ синкер сиксе тухнӑ. Гази-Барадж шучӗпе, ку инкек кнеҫ ҫав вӑхӑтра тепӗр /юлашки вунӑ ҫуллӑхра тӑваттӑмӗш/ хут Пӑлхара вӑрҫӑпа кайма хатӗрленнипе тухнӑ. Хӑйсен Тӑван ҫӗршывне чунран юратакан Анбалпа хӗрне ҫакӑ тарӑхтарса ҫитернӗ-тӗр, ҫавӑнпа вӗсем ӑна вӗлерсе патшана хӑйсен пепкине Юрие лартас шухӑш тытнӑ пуль. Ҫӗршывра ҫак шухӑша ырлакансем те пулнӑ иккен. Акӑ мӗн ҫырать пӑлхар ҫул ҫырӑвӗ ун пирки: "Анбал, поощряемый Халибом /Рязанским князем Глебом/ уговорил бояров посадить на трон сына Андрея и Байгульби Юрия. К заговору всей душой примкнула Байгуль, пустившая ночью заговорщиков в спальню мужа. Она заранее спрятала меч ненавистного мужа, и тот, оказавшись безоружным при нападении, был убит топором Анбала". Ун сӑмахӗсем С.М. Соловьев кӗнекинче ҫырни майлах тухаҫҫӗ, анчах вырӑс историкӗ Андрей хӗҫне Анбал пытарнӑ, кнеҫе пуртӑпа касаканӗ Петр ятлӑ пулнӑ, тет.
Пӑлхар ҫул ҫырӑвӗнче ҫак тискер ӗҫ мӗнпе вӗҫленнине те ҫырса кӑтартнӑ: "Сыб-Булат /князь Всеволод Большое Гнездо. - А.Н./ захватил мятежников и жестоко покарал их... . Анбал был утоплен в ящике, в который его заколотили живьем, а Байгуль привязали к перекладинам ворот и расстреляли из луков".
Айӑплах-ши Пӑлхар пики пулса иртнишӗн — калама йывӑр. Пӗр-пӗр инкек сиксе тухсан эпир яланах уншӑн хамӑра мар, ют ҫынсене айӑплама тӑрӑшатпӑр. Байгуль вырӑссемшӗн ют ҫын, яланхи тӑшман хӗрӗ пулнӑ. Кам вӗлернӗ хуҫана? Кам пултӑр — паллах, тӑшман хӗрӗ! Ҫав синкерлӗ вӑхӑтра кунта унӑн хутне кӗрекен те тупӑнайман-тӑр.
* * *
Ҫапла эпир пӑлхарпа вырӑс ҫул ҫырӑвӗсене пула 800 ҫул ытла ӗлӗкрех пурӑннӑ Аслӑ вырӑс кнеҫӗн /Андрей Боголюбскин/ икӗ арӑмӗпе те паллашрӑмӑр. Иккӗшӗ те Пӑлхар пикисем — пирӗн авалхи тӑвансем, ячӗсем иккӗшӗн те пӗр пек пуҫланаҫҫӗ, иккӗшӗ те питӗ хитре те маттур пулнӑ теҫҫӗ /унсӑр вӗсене кнеҫ качча илмен те пулӗччӗ/. Анчах вӗсенчен хӑшне хисеплесе Пӑлхарпи темелле-ши? В.Агеевӑн илемлӗ ӳкерчӗкне пӑхса хӑшне асӑнмалла-ши?
Алексей Никифоров, Чӑваш халӑх ӑсчахӗ.
Хыпар, 2006, ака, 1, 57-58 №


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2006-04-12 11:42:15 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 7954 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем