Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +27.3 °C
Тиркекене тирӗк тӗпӗ лекет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Тӗнчере

Тӗнчере
© shutterstock.com
© shutterstock.com

Антарктидӑра хӑш-пӗр ӳсентӑран тӗсӗсем хӑвӑрт сарӑлнине асӑрханӑ, ҫакӑ полярлӑ экосистемӑсенче улшӑнусем пулса иртни ҫинчен пӗлтерет.

Ӑсчахсем Кӑнтӑр Оркней утравсен шутне кӗрекен Сигни утравӗ ҫинче ҫинче тӗпчев ирттернӗ те антарктика луговикӗ (Deschampsia antarctica) тата кито колобантусӗ (Colobanthus quitensis) 1960 ҫултанпа 2009 ҫул хушшинче 5 хут хӑвӑртрах сарӑлма тытӑннӑ тытӑннӑ. Ҫакна утрав ҫинче вӗсене таптаса ҫӳрекен тюленьсем сахалланнипе сӑлтавлаҫҫӗ.

2009 ҫулпа 2018 ҫул хушшинче ҫанталӑ ӑшӑннине пула ӳсентӑрансен сарӑлас хӑвӑртлӑхӗ 10 хута ҫитнӗ.

Ӑсчахсем палӑртнӑ тӑрӑх, Антарктида экосистеминче климатӑн кирек мӗнле улшӑнӑвӗ те тӳрех палӑрать — ӳсентӑран вӑйлӑрах сарӑлма пуҫласси пирки малтанах шухӑшланӑ, анчах калӑпӑшӗ ҫавӑн пекех пулӗ тесе шутламан. Ҫитес вуншар ҫул хушшинче ҫанталӑк ӑшӑнса пынине пула нумай лаптӑк пӑртан ирӗке тухӗ.

Сигни утравӗнчи тӗпчевсем кӑтартнӑ тӑрӑх ҫакӑн пек пуласлӑх пӗтӗм континента та кӗтме пултарать. Курӑк таврашӗ сарӑлнинче япӑххи нимӗн те ҫук пек туйӑнать пулин те вырӑнти ӳсентӑран тӗсӗсем инвазивлисемпе тупӑшма пултарайманнине асра тытмалла.

Малалла...

 

Тӗнчере
Катмандури пӑлхавсем
Катмандури пӑлхавсем

Непал ҫыннисем тулаш пулӑшу кӳрекен Millennium Challenge Corporation американ агентствипе вӗсен правительстви килӗштерсе ӗҫленине хирӗҫлесе митингсене тухнӑ. Маларах асӑннӑ агентство ҫӗршыва, уйрӑммӑн илсен, ҫулсем тума тата электропередача линийӗсене хывма, 500 млн доллар уйӑрма шантарнӑ.

Вырӑнти ҫынсем ҫакӑн пек юлташлӑха хирӗҫ тӑнӑ. Вӗсен шухӑшӗпе, ку Америка инвестицийӗсене пӑхӑнса ӗҫлесси патне илсе ҫитерӗ.

Вырсарникун Катманду полицийӗ демонстрантсене хӑваласа яма куҫҫуль кӑларакан газпа тата шывпа усӑ курнӑ. Reuters пӗлтернӗ тӑрӑх, темиҫен аманнӑ.

Аса илтеретпӗр, организаци Непала пулӑшу уйӑрасси пирки 2017 ҫултах ҫирӗплетнӗ. Тинтерех ҫак документа Непал парламентне ратификацилеме пани пирки пӗлтернӗ. Правительство планӗсемпе килӗшӳллӗн, ҫӗршывра 300 ҫухрӑм тӑршшӗ электропередача линийӗсем, ҫавӑн пекех ҫулсем тума палӑртнӑ. Ҫав вӑхӑтрах ҫӗршыв влаҫӗсем ҫак укҫана уйӑрни вӗсене нимӗнле хушма условисене те пӑхӑнма ыйтман тесе шантараҫҫӗ. Палӑртнӑ программӑна пурнӑҫлани вара ҫӗршыври 80% таран ҫыннӑн пурнӑҫне лайӑхлатма май парӗ.

 

Тӗнчере
UIHere.com сӑнӗ
UIHere.com сӑнӗ

Таиланд тӗп хулин официаллӑ ятне улӑштараҫҫӗ: Бангкок вырӑнне Крунг-Тхеп-Маха-Накхон ятлӑ пулӗ. Кун пирки ҫӗршыври патшан ӑслӑлӑх канашӗнче пӗлтернӗ.

Пичетленӗ документра «Бангкок» ят та официаллӑ шайрах юлать тенӗ. Канашра хушса каланӑ тӑрӑх, ҫак улшӑнусем вӗсене ятарлӑ комитетра ырланӑ хыҫҫӑн кӑна вӑя кӗрӗҫ. Енчен те официаллӑ ята Крунг-Тхеп-Маха-Накхон ҫине пӗтӗмӗшле улӑштараҫҫех пулсан, хӑнӑхнӑ «Бангкок» ята скобкӑра ҫырӗҫ.

Канаш документӗнче палӑртнӑ тӑрӑх вӗсем ҫавӑн пекех ытти хӑш-пӗр географилле ятсем валли те улшӑнусем ҫирӗплетнӗ.

Таиланд патшалӑхӑн тӗп хули тай чӗлхинче яланах Крунг-Тхеп-Маха-Накхон ятлӑ пулнӑ. Тӗнче шайӗнче вара Бангкок ят ҫирӗпленнӗ пулнӑ. 2001 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче ҫӗршыври патшан ӑслӑлӑх канашӗ Бангкока ҫӗршывӑн тӗп хулин официаллӑ ячӗ вырӑнӗнче усӑ курасси пирки пӗлтернӗ.

Сӑмах мар, 2020 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен пуҫласа «Голланди» официаллӑ ят пулма пӑрахнӑ. Компанисем, элчелӗхсем, министерствӑсемпе университетсем ҫӗршывӑн официаллӑ ячӗ вырӑнӗнче «Нидерланд» ятпа усӑ курмалла. Ҫапла майпа ҫӗршыв правительстви туристсен умӗнче ҫӗршыв сӑнарне ҫӗнетесшӗн пулнӑ.

Малалла...

 

Кӑсӑклӑ Тӗнчере

Салам пурне те! Уяв кунӗсем иртсе кайрӗҫ, ҫавна май сире каллех ҫулҫӳреве чӗнес тетӗп. Паллах, вӑл виртуаллӑ пулӗ. Ҫӗр чӑмӑрӗн кашни кӗтесне ҫитсе курма укҫа нумай кирлӗ, капла вара тӳлевсӗрех тӗрлӗ ҫӗршывсемпе паллашма май пур.

Австралири Херальтон хулине курса ҫӳренӗ хыҫҫӑн кӑшт ҫывӑхран вырӑнсемпе паллашсан япӑх пулмӗ тетӗп. Эпир сирӗнпе хальлӗхе Европӑра та, Ҫурҫӗр Америкӑра та пулса курман пулин те вӑл континентсене паян ҫул тытмӑпӑр. Ытларах пайӗпе Азире вырнаҫнӑ патшалӑхра, Турцире пулса курӑпӑр. Сӑмах май, Европӑра пулман тесен суя пулӗ — Тула облаҫӗнчи Песковатски вырӑс ялӗ шӑпах Европӑра вырнаҫнӑ.

Паллах, пӗр-пӗр курорта каймӑпӑр. Унта эсир хӑвӑрах ҫитсе курма пултаратӑр. Пирӗн ҫул вара паян сӑртлӑ-туллӑ вырӑна выртӗ. Газиантеп хулара пулса курӑпӑр. Пирӗн ҫулҫӳрев ҫак вырӑнтан пуҫланӗ.

Ҫулҫӳреве тухиччен кӑштах хулапа паллашар. Газиантеп Турцири пӗчӗкех мар хула. Халӑх йышӗпе вӑл улттӑмӗш вырӑнта.

Малалла...

 

Тӗнчере
Getty Images-ран илнӗ сӑн
Getty Images-ран илнӗ сӑн

Итали ӑсчахӗсем ирттернӗ генетика тӗпчевӗ эрех тума юрӑхлӑ хальхи иҫӗм ҫырли сорчӗсене чи малтан Кӑнтӑр Кавказра ӳстерме пуҫланине кӑтартса панӑ. Халӗ ҫав иҫӗм ҫырлине мӗнпур Европӑра ҫитӗнтереҫҫӗ. Тӗпчев кӑтартӑвӗсене Nature Communications журналта пичетлесе кӑларнӑ.

Европӑри эрехсем пӗтӗм тӗнчипе хӑйсен тутипе тата пахалӑхӗпе паллӑ, вӗсене совиньон блан, шардоне, мерло тата каберне сортлӑ иҫӗм ҫырлинчен туса кӑлараҫҫӗ. Маларах ҫак виноград иҫӗм ҫырлин европӑри сорчӗсене майӗпен культурӑланипе йӗркеленнӗ тесе шутланӑ. Анчах та тӗпчевҫӗсем ҫакӑ йӑнӑш пулнине палӑртнӑ.

Специалистсем культурӑланӑ тата ҫутҫанталӑкра ӳсекен 204 иҫӗм ҫырлин тӗсне тӗпченӗ те 4000 ҫул каялла ҫав сортсене чи малтан Кӑнтӑр Кавказра культурӑлама пуҫланине тупса палӑртнӑ. Тӗпчевҫӗсем ҫавӑн пекех иҫӗм ҫырли хуллен-майӗпен Европа еннелле анӑҫалла куҫса пынине асӑрханӑ: малтан Вӑтаҫӗр тинӗсне ҫитнӗ, кайран — Кӑнтӑр Европӑна, унта вара вӑл вырӑнти сортсемпе пӗтӗҫнӗ. Тӗпчевҫӗсем шутланӑ тӑрӑх, ҫапла май пӗтӗҫсе пыни иҫӗм ҫырлине Европӑри сивӗрех хӗлсене чӑтма, тата паянхи кун паллӑ тӗсӗсене аталанма май панӑ.

Малалла...

 

Тӗнчере
Фото : Υπουργείο Πολιτισμού και Αθλητισμού
Фото : Υπουργείο Πολιτισμού και Αθλητισμού

Грецире археологсем туника тӑхӑннӑ хӗрарӑм кӳлепине тупнӑ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх ӑна Рим империйӗ вӑхӑтӗнче ӑсталанӑ. Кун пирки Грецин культурӑпа спорт министерстви пӗлтернӗ.

Кӳлепене Пелопоннесӑн ҫурҫӗр-тухӑҫ енче вырнаҫнӑ авалхи Эпидавр хулира асӑрханӑ. Вӑл Асклепия хрампа тата театрпа паллӑ, юлашкинче ҫулсерен театраллӑ куравсем ирттереҫҫӗ. Кунта археологсем пӗр вӗҫӗм ӗҫлеҫҫӗ.

«Кӗҫнерникун, раштавӑн 16-мӗшӗнче, авалхи Эпидавр пасарӗнче питӗ пӗлтерӗшлӗ япала тупма май килчӗ. Ку вӑл — мрамортан ҫын виҫипе ӑсталанӑ хӗрарӑм кӳлепи, вӑл аван упранса юлнӑ. Статуйӑн пуҫӗпе аллисем ҫук — вӗсем, ахӑртнех, кӳлепе персе аннӑ чухне катӑлса ӳкнӗ», — ӑнлантарса панӑ министерство.

«Ҫӗр чавмалли тапхӑр кӑҫал вӗҫленнӗччӗ пулин те вӑйлӑ ҫумӑр тӑпрана юхтарса кайнӑ, ҫавна пула вара ытлах тарӑнӑша кӗрсе кайман вырӑнта кӳлепен хыҫалти пӗр пайне уҫӑлчӗ. Унта тӳрех ҫӗр чавма тытӑннӑ», — малалла пӗлтернӗ министерство.

Кӳлепере туникӑпа манти тӑхӑннӑ хӗре сӑнланӑ. Унашкал сӑнара ӗлӗк-авал качча кайнӑ хӗрарӑма сӑнланӑ чухне тунӑ. Сӑмахран, Асклепий хӗрӗ тата арӑмӗ шутланакан сывлӑх туррине — Гигеяна — ҫапла сӑнарланӑ.

Малалла...

 

Тӗнчере
Карлос Папульяс. Фото: Darko Vojinovic / AP
Карлос Папульяс. Фото: Darko Vojinovic / AP

Каролос Папульяс, маларах Греци президенчӗн вырӑнне йышӑннӑскер, 92 ҫула ҫитсе вилнӗ. Ҫакӑн ҫинчен Афинӑри хыпарсен агентстви пӗлтернӗ. Папульяс господин 2005–2015 ҫулсенче, икӗ пилӗк ҫулхи срокра, ҫӗршыва ертсе пынӑ.

«Тӗнче политикине лайӑх пӗлсе тӑнӑран, ют ҫӗршыв ӗҫӗсен министерствинче ӗҫленӗ вӑхӑтра вӑл Грецин витӗне ӳстерме пултарчӗ, пирӗн ҫӗршыв хамӑр тӑрӑхра ҫирӗплӗх факторӗ пулса тӑчӗ», — тенӗ Греци президенчӗ Катерина Сакеллуропулу.

Политик юридицилле пӗлӳ илнӗ. Афина университечӗн юридици факультетне, Милан университечӗн аспирантурине вӗренсе пӗтернӗ, унтан Кельн университетӗнче право тӗлӗшпе тухтӑр степеньне илнӗ.

Ҫар хунти ҫулӗсенче вӑл диктатурӑна хирӗҫ кӗрешнӗ. 1974 ҫултан пуҫласа 2004 ҫулччен Папульяс господин тӗрлӗ патшалӑх должноҫӗсенче ӗҫленӗ.

2005 ҫулхи нарӑсӑн 8-мӗшӗнче иртнӗ парламент ларӑвӗнче Каролос Паульяса республика президентне суйланӑ. 2010 ҫулхи нарӑсӑн 3-мӗшӗнче ӑна иккӗмӗш срока суйланӑ, ҫапла майпа вӑл ҫӗршыври аслӑ поста тепӗр хут суйланнӑ виҫҫӗмӗш президент пулса тӑнӑ.

 

Тӗнчере
Инстаграмри @nikita_tence страницӑран илнӗ сӑнӳкерчӗк
Инстаграмри @nikita_tence страницӑран илнӗ сӑнӳкерчӗк

Чӑваш Енри паллӑ ҫулҫӳревҫӗн, Никита Тӗнчене, ҫемйи Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсенчи Флорида штатӗнче тӗпленнӗ. Тепӗр енчен, тӗпленни пирки тата калама йывӑр-ха – туслӑ та йывӑрлӑхран хӑраман йыш пӗр вырӑнтан тепӗр ҫӗре куҫса ҫӳреме кӑмӑллать.

Нумаях пулмасть ҫемье хӑй туяннӑ машина ҫине ларса Пенсильвани штатӗнчи Питтсбург хулинчен ҫула тухнӑччӗ. Вӗсем вӑрманта та ҫӗр каҫнӑччӗ.

Пысӑках мар машинӑра (седанра) ҫемьепе ҫул ҫӳреме питех маррине Никита Ютубри хӑйӗн каналӗнче вырнаҫтарнӑ видеора маларах палӑртнӑччӗ-ха. Халӗ ҫемье АПШри кӑнтӑр енчи штатра, Флоридӑра, чарӑннӑ.

Никитӑн мӑшӑрӗ Настя Инстаграмра хыпарланӑ тӑрӑх, ҫак утӑма тума вӗсене океан хистенӗ. Халӗ йыш океанпа юнашар вырнаҫнӑ хулара хваттер тара илсе пурӑнать. Питтсбургри ҫуртра пурӑннинчен унта хаклӑрах тӳлеме тивет иккен. Настя пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсем Никитӑпа иккӗшӗ те ӗҫлеҫҫӗ, анчах ӗҫ укҫи малтанхинчен пӗчӗкрех.

Сӑмах май каласан, Питтсбургран ҫемье сӗтел-пукан, япаласем, теттесем хӑварса тухса кайнӑччӗ. Анчах мӑшӑр пуҫ усмасть, ирӗклӗхпе киленсе пурнӑҫпа туллин савӑнать.

 

Тӗнчере
«Российская газета» хаҫатӑн Фейсбукри страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
«Российская газета» хаҫатӑн Фейсбукри страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Аналитиксем тӗнчери эрех ӗҫме чи юратакан ҫӗршывсене палӑртнӑ. Асӑннӑ списока Австрали уҫать. Вӑл ӗҫме чи юратакансен ретӗнче малта пырать. Австралире пурӑнакансем ҫулталӑкне вӑтамран 27 хутчен ӳсӗрӗличчен ӗҫсе лартаҫҫӗ. Тӗнчипе илсен ку кӑтарту икӗ хута яхӑн пӗчӗкрех.

2021 ҫулта ирттернӗ социаологи тӗпчевӗнче ҫулталӑкра 26,7 хутчен ӳсӗрӗличчен ӗҫнин кӑтартӑвӗпе Дани иккӗмӗш вырӑнта, виҫҫӗмӗшӗнче — Финлянди (23,8), АПШ (23), Великобритани (22,5), Канада (22), Ирланди (20), Франци (17,5), Швеци (16), Нидерланд (15,7).

Пирӗн ҫӗршыв ӗҫме юратакан 10 ҫӗршыв йышне кӗмен.

 

Тӗнчере
Пӑтӑрмах патӗнчи вырӑн.
Пӑтӑрмах патӗнчи вырӑн.

Панамӑра «Кальмар вӑййи» сериал евӗрлӗ кану каҫӗ пӑшалтан пенипе вӗҫленнӗ, сакӑр ҫын вилнӗ, ҫиччӗшӗ аманнӑ. ABC ҫырнӑ тӑрӑх, пӑтӑрмах иртнӗ эрнекун каҫхи клубра Хэллоуина уявланӑ чухне пулса иртнӗ.

Полицире пӑтӑрмаха бандӑсем хушшинче пулса иртнӗ хирӗҫӳ тесе хакланӑ. Рафаэль Балойес прокурор каланӑ тӑрӑх, кану каҫне пынӑ ҫынсенчен пӗри «Лос Галактикос» ушкӑнрисен енне пенӗ. Лешсем хирӗҫ пеме тытӑннӑ. Ҫапла вара клубра пилӗк ҫын вилнӗ, тата виҫӗ вилле каярахпа вырӑнти каяш купинче тупнӑ. Полици икӗ ҫынна тытса чарнӑ.

Право сыхлакан органсен элчисем каланӑ тӑрӑх, ҫак пӑтӑрмаха хутшӑнакансенчен хӑшӗ-пӗри судпа айӑпланма та ӗлкӗрнӗ, вӗсем маларах перкелешӳсене те лекнӗ, аманнисем те пулнӑ.

Панама влаҫӗсем бандӑсем хушшинчи хирӗҫӗве наркотик сармалли маршрутсене тӗрӗслесе тӑрассишӗн тавлашнипе ҫыхӑнтараҫҫӗ. Юлашки эрнесенче вӑрӑ-хурах ушкӑнӗсен темиҫе пайташӗ вилнӗ.

Палӑртмалла: Панамӑра 160-а яхӑн вӑрӑ-хурах ушкӑнӗ ӗҫлет, вӗсем час-часах пӗр-пӗринпе вӑрҫаҫҫӗ.

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, 6, [7], 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, 15, 16, 17, ...31
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.06.2024 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 28 - 30 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере шăпа янă паллăсене сăнамалла. Анчах вĕсе хăрушлăх пирки асăрхаттараççĕ-и е лайăххине калаççĕ-и - маларах калаймăн. Юнкун тупăшлă сĕнÿ илме пултаратăр. Эрнекун ĕçе пуçĕпех путăр - çапла элекрен хăтăлатăр.

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуть те кам тухсан та
хуҫа хӑй
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа тарҫи
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа арӑмӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
кил-йышри арҫын