Ҫаплах пулсан, мӗнех тӑвайӑпӑр ӗнтӗ эпир?
Хальхи вӑхӑтра пин-пин ҫын килсе тӑракан форумсене хӑйсене кирлӗ пек йӗркелесе тӑма пӗлеҫҫӗ. Ботофермӑсем ҫинчен илтнӗ пуль?
Ӑнланаймарӑм, мӗн тӗлӗшпе лартнӑ кунта ырлав пеккисене?
Акапасара сайтран хӑваланӑшӑн Туркая ырласа е ҫав Акапасарах лешӗ тивӗҫсӗр (сӑлтавсӑр) мухтанӑшӑн?
Ҫӗнӗ статья вырнаҫтартӑмӑр, ӑна сӳтсе явма сӗнетпӗр:
Вячеслав Шорников: «Мӗн те пулин улӑштармаллах» — ялти вӗрентекен юхӑнакан ҫурта юсама пикеннӗ
Еплерех трагеди - Тимер Акташӑн юратнӑ тусӗ тата кумирӗ Алексей Навалный вилнӗ! Еплерех хурланать Акташ! Еплерех савӑнса та киленсе аса илет вӑл темиҫе ҫул каярах провокаторсем минретнӗ ҫамрӑксем хуласен урамӗсене йышлӑн тухнине!.. Еплерех ҫулӑмлӑ сӑмахсем каланӑ пулӗччӗ хальхи влаҫа чунтан курайман мистер Акташ!.. Тав Турра - Навальнӑйпа Акташ пеккисем палӑртса хунисем пурнӑҫланмарӗҫ ун чухне! Пурнӑҫланнӑ пулсан, МӖН кӗтетчӗ паян Раҫҫее?!
Йытта - йытӑ вилӗмӗ, Акташ! Ҫапла пулнӑ, яланах ҫапла пулать!
Валери ТУРКАЙ, Чӑваш халӑх поэчӗ. 18.02.24
Агабазар: "Ӑнланаймарӑм(...)
Валери ТУРКАЙ: Пурне те пӗлекен Агабазар ӐНЛАНМАН япаласем те пур иккен!.. Пӗлменччӗ! Кӗтменччӗ!.. Ха-ха-ха!.. Чакмаллипех чакрӗ кун хыҫҫӑн маншӑн сан вышкайсӑр пысӑк авторитету, Агабазар!.. Халь КАМА ӗненмелле манӑн, КАМА шанмалла?!
Шалт аптранӑ Валери ТУРКАЙ.20.02.24. Хырай Ӗнел. Хӗллехи Кӗтне хӗрри.
Антон Кириллович Салмин этнографӑн черетлӗ опусӗ пичетленсе тухнӑ.
Салмин А. К. Этническая история чувашей на савиро-булгарском перепутье. СПб.: Нестор-История, 2024. 336 с.
Тӗп шухӑшӗ ҫакӑн пек — чӑвашсен историне ниепле те Атӑлҫи пӑлхарсемпе ҫыхӑнтарма юрамасть.
Питех те шел, ҫакнашкал сумлӑ ӗҫлевҫӗ фолк-хистори шайне аннӑҫем анса пырать.
Лачакана путсах ларнӑ.
Ҫирӗп мар пуҫсене пӑтарнтнисӗр пуҫне, Салминӑн кунашкал оппусӗсенчен нимле усӑ та ҫук.
Сиенӗ вара — купипех!
Пире Антун Кирилччӑ темле тахҫан-тахҫанхи аваллахсемпе тӗлӗнтересшӗн.
Питех те шел, Салминсем акӑш-макӑш алхаснӑ чухне пирӗн хамарӑн чӑн чӑваш историкӗсем ҫывӑрса выртаҫҫӗ. Ҫавӑн пек пулса тухать.
Ман шухӑш ҫакӑн пек. Антон Кириллович Салмин чӗлхене тата унӑн историне (синхрони тата диахрони) тӗпчемелли меслетсене те, историе тишкермелли ҫӑлкуҫсен пӗлӗвӗсене те, популяцилле генеалоги никӗсӗсене те пачах та чухламасть. Ку тӗлӗшпе — пӗтӗмпех профан. Унӑн каҫалӑкӗ — этнографи, фольклор. Ҫавсен тулашӗнче вӑл нимӗн те тума пултараймасть. Шӗкӗлчетӗр халӑх сӑмахлӑхне, шӗкӗлчетӗр авалхи тӗн уйрамлӑхӗсене. Ытти енсемпе унран нимле усӑ та ҫук.
Унта пырса перӗнет, кунта пырса перӗнет, результачӗ вара — нуль. Е нульрен те пӗчӗкрех. Урӑхла каласан — минуспа.
Кунашкал япаласем кӑларни — ӗҫлӗ ҫынсене чӑрмантарни ҫеҫ. Ара, унӑн ҫыравӗсене камӑн та пулсан вуласа тухса хак памалла вӗт. Мӗн чухлӗ нуша тиенет ҫавнашкал хаклавҫӑсем ҫине! Шеллес те килсе каять унашкал ҫынсене. Анчах та ӗҫне тумаллах. Ниепле те пӑркаланаймастӑн.
Енчен те Атӑлҫи Пӑлхарта, Кама леш енче, Сувар текен хула пулнӑ пулсан, ҫавӑ темӗнле хӑйне уйрӑм йӑхпа ҫыхӑннине ӗнетерсе парас пулать. Унта савирсем-суварсем пурӑннӑ тесе чуххӑмла калаймастӑн. Сӑмахсен пӗрпеклӗхӗ ӑнсӑртран та пулма пултарать.
Нимле авалхи ҫӑлкуҫ те Сувар хулине савирсемпе ҫыхӑнтармасть. Антон Кириллович Салмин ҫыхӑнтарать, анчах унти савирсем ытти ҫынсемпе пӗрпекленсе кайнине тунмасть.
Ҫав вӑхӑтрах вӑл тепӗр япала шутласа кӑларнӑ. Савирсем-суварсем Атӑлӑн сылтӑм ҫыранӗнче пурӑннӑ имӗш (хальхи Чӑваш республикин территорийӗнче тесе ӑнланмалла). Вӑт ҫак сӑварсем вара хайсене ытти ҫынсенчен уйӑрса таракан енӗсене сыхласа хӑварнӑ иккен.
Паллах, кунашкал пуплеме хӑтланни — пӗтӗмпех халлап. Ниҫта та, нимӗнле ҫӑлкуҫра та ун пек каламан.
Унтан та ытларах, Атӑл ҫинче сӑварсем пирки асӑнни вырӑс леттӑпиҫӗсенче те, авалхи ытти ҫыравсече те ҫук. Пӗртен-пӗр ҫӑлкуҫ пекки — Ибн Фадлан ҫыравӗн пӗр тӗлӗ. Анчах та вӑл вырӑна Ковалевский текен хаххул малтан «сӑвар» пек мар, «саван» тесе вуланӑ. Каярахпа ҫеҫ епле вулассине, темле хистевпе, улӑштарнӑ.
Ҫав вахӑтрах, А Ковалевский Ибн Фадлана вуласа курнӑ пӗртен-пӗр ҫын мар. Эппин ма тӑнласа пӑхас мар ҫав ыттисене те?
Теори тени вӑл манка ҫинче ҫакӑнса тӑракан темӗнле шахвӑртуллӑ сӑмах пекки ҫинче тытанса тӑма пултараймасть.
Антон Кириллович Салмин этнограф чӗлхе пӗлӗвӗ тата истори тӗлӗшпе мӗн таран проффан иккенне пӗр тӗслӗхпе ҫеҫ ӑнлантарса паратӑп (чӑннипе вара унашкал тӗслӗхсем купипех).
Ӗлӗк пурӑннӑ хазарсен хули — Саркел. Ҫак ята А. К. Салмин «сарӑ кил» пек ӑнлантарать (вырӑсла — жёлтый дом).
Чӑннипе вара ку грексем хӑварнӑ сӑмах. Лешсен чӗлхинче ш сасӑ ҫук та (тивӗҫлӗ саспалли те ҫук), ҫавӑнпа вӗсем Шаркил пулнӑ япалана «Саркел» пек ҫырнӑ.
Эппин, чӑннипе Сарӑ Кил мар, Шурӑ Кил.
Хасарсен Иосиф патши янӑ ҫырура та ҫакна Ш-р-к-л тесе палӑртнӑ еврейсен ҫырулӑхӗпе (унта уҫӑ сасӑсене кӑтартмаҫҫӗ).
Вырӑссем ҫак хулана хӑйсен чӗлхипе Белая Вежа тенӗ. Куратӑр-и, Белая!!! Жёлтая Вежа мар!!!!
Чӑваш чӗлхинчи Шурӑ (шур) сӑмах вара чӑн малтан Шар пек курӑннӑ (Шар > Шор > Шур).
Ҫапла вара, грексем асӑннӑ Саркел сӑмахӑн тупсӑмне тавҫӑрма чӑваш чӗлхи тата чӑваш чӗлхи ҫеҫ пулӑшма пултарать.
Пирӗн Салмин вара «Жёлтый дом» тесе ларать.
Намӑс!
Паллах, кирек кам та йӑнӑшма пултарать. Прахвиссар шутланакан ҫынсем те йӑнӑшаҫҫӗ. Анчах та Саркел тӗлӗшпе ҫавнашкал йӑнӑшни ниҫта пырса ҫапӑнайми япала.
Кунта тепӗр ен те пур. Енчен Антон Кириллович Салмин «Жёлтый дом» тесе шутлать пулсан, ӑҫта вара кунта чӑвашлӑх?
Ну юрӗ, чӑваш чӗлхинчи сарӑ вырӑсла «жёлтый» пултӑр. Анчах та кунашкал тӗсе ытти мӗнпур тӗрӗк чӗлхисенче те сарӑ теҫҫӗ. Хуть, тутарла, хуть турккӑлла, хуть казахла,...Пурин те сарӑ.
«Белый» тени вара чӑвашла ҫеҫ шурӑ. Ытти тӗрӗк чӗлхисенче шурӑ тӗсе АК теҫҫӗ.
Чӑнлӑхшӑн ҫакна калас пулать. Антон Кириллович Салмин хайхи «шурӑ тӗс» пирки темле майпа таҫта илтнӗ. «Желтый (белый) дом» — вӑт ҫапла вӑл калани. Тата: "Чисто чувашские слова," — тет.
Анчах та кунашкал ҫавӑрттарса хуни татах чуххӑмларах. Ара, шурӑ иккенне пӗлен пулсан, мӗншӗн унта сарӑ тенине вӑйпах чышса хуран??? Шурӑ вӑл — шурӑ, сарӑ вӑл — сарӑ. Вӗсене пӑтраштарма ҫук.
Енчен те сарӑях пулсан, мӗншӗн «чисто чувашское слово» тетӗн? Сарӑ пулсан сӑмаха чӑваш чӗлхипе ҫирӗппӗн ҫыхӑнтараймастӑн, вӑл стандартлӑ тӗрӗксен те пулма пултарать.
Саркел топонима тишкерни ак ҫакнашкал шухӑш патне илсе пырать. Хазарсем тата пӑлхарсем тӗрӗклӗх шайӗнчи, — унӑн огур туратӗнчи, — ҫав тери ҫывӑх чӗлхесем пулнӑ . Анчах та хазар чӗлхи паянччен сыхланса юлман. Пӑлхар чӗлхи вара, чӑваш чӗлхин еккипе, сыхланса юлнӑ.
Саркел топонима тишкерни — ҫав тери шанчӑклӑ шутланать. Ҫапах та ӑславҫӑсенчен ытларахӑшӗсем хасарсен пӑлхарлӑхӗ, чӑвашлӑхӗ пирки пат татса калама васкамаҫҫӗ-ха. Татах та урӑх тӗслӗхсем тупмалла тесе шутлаҫҫӗ. Ҫавӑ ҫеҫ. Тахҫан авалхи ӗҫпуҫсем, никам та унта, паянхи ҫынсенчен, ҫурта тытса тӑман.
Ҫӗнӗ статья вырнаҫтартӑмӑр, ӑна сӳтсе явма сӗнетпӗр:
Виталий Станьял: Таниял Элшей сӑввисем
Ҫӗнӗ статья вырнаҫтартӑмӑр, ӑна сӳтсе явма сӗнетпӗр:
: Ҫӗпӗрте, Иртыш хӗрринчи Чӑваш сӑмсахӗ ҫинче
Ҫӗнӗ статья вырнаҫтартӑмӑр, ӑна сӳтсе явма сӗнетпӗр:
: Хв. Уяр. Аттене мӗнле вӗлерчӗҫ (асаилӳ)
Ҫӗнӗ статья вырнаҫтартӑмӑр, ӑна сӳтсе явма сӗнетпӗр:
Виталий Станьял: Истори авӑрӗсене анса пӑхсан...
Ҫӗнӗ статья вырнаҫтартӑмӑр, ӑна сӳтсе явма сӗнетпӗр:
: Еткер – 3 «Tout va très bien madame la marquise!»
Ман шухӑш ҫакӑн пек. Антон Кириллович Салмин чӗлхене тата унӑн историне (синхрони тата диахрони) тӗпчемелли меслетсене те, историе тишкермелли ҫӑлкуҫсен пӗлӗвӗсене те, популяцилле генеалоги никӗсӗсене те пачах та чухламасть. Ку тӗлӗшпе — пӗтӗмпех профан. Унӑн каҫалӑкӗ — этнографи, фольклор. Ҫавсен тулашӗнче вӑл нимӗн те тума пултараймасть. Шӗкӗлчетӗр халӑх сӑмахлӑхне, шӗкӗлчетӗр авалхи тӗн уйрамлӑхӗсене. Ытти енсемпе унран нимле усӑ та ҫук.
Унта пырса перӗнет, кунта пырса перӗнет, результачӗ вара — нуль. Е нульрен те пӗчӗкрех. Урӑхла каласан — минуспа.
Кунашкал япаласем кӑларни — ӗҫлӗ ҫынсене чӑрмантарни ҫеҫ. Ара, унӑн ҫыравӗсене камӑн та пулсан вуласа тухса хак памалла вӗт. Мӗн чухлӗ нуша тиенет ҫавнашкал хаклавҫӑсем ҫине! Шеллес те килсе каять унашкал ҫынсене. Анчах та ӗҫне тумаллах. Ниепле те пӑркаланаймастӑн.
Сехет хушшинче пулнӑ: Хӑна272885, Хӑна272884, Хӑна272883, Хӑна272882
24 cехет хушшинче пулнӑ: , 75 хӑна (усӑ куракан)
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.05.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ҫемен Элкер, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Шорникова Елена Васильевна, чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Алексей Сергеевич, чӑваш актёрӗ, тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |