Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +22.3 °C
Ӗни хура та — сӗчӗ шурӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Пӑтӑрмахсем

Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

«Контактра» халӑх тетелӗнчи «Вести Чувашии» ушкӑн пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫу уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Улатӑр округӗнчи Алтышево ялӗнче упӑшкипе арӑмне вӗлернӗ, унтан ҫуртне чӗртсе янӑ. Кайран ҫав ҫынсем вӗсен машинипе тарнӑ, ӑна хула хӗррине лартса хӑварнӑ.

Упӑшки - усламҫӑ, арӑмӗ кӗҫӗн классен вӗрентекенӗ пулнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсене персе вӗлернӗ, унтан ҫуртне чӗртсе янӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-143818234_378256
 

Пӑтӑрмахсем
Чувашский.край страницӑран илнӗ сӑнӳкерчӗк
Чувашский.край страницӑран илнӗ сӑнӳкерчӗк

Улатӑрта пӗри ҫӑла кӗрсе ӳкнӗ. Инкек пирки кӳршӗ хӗрарӑмӗ пускилти Дмитрий Киселёва пӗлтернӗ.

Дмитрий инкек вырӑнне ҫитнӗ ҫӗре арҫын тӗнне ҫухатнӑ, вӑл пӗтӗм кӗлеткипех тенӗ пек шывра пулнӑ.

«Эпӗ ҫӑла анса кӳрше вӗренпе ҫыхса хутӑм, анчах хӗрарӑмсемпе туртса кӑларма вӑй ҫитереймерӗмӗр. Ҫӑлавҫӑсем ҫитиччен ӑна шыв ҫийӗнче тытса тӑтӑм», — каласа кӑтартнӑ Дмитрий.

Кӗҫех вырӑна пушарпа кӗрешекенсем пырса ҫитнӗ. Вӗсем пӗрле пулса арҫынна ҫӑлран туртса кӑларнӑ, унтан пульницӑна илсе кайнӑ.

Ҫынна ҫӑлнӑшӑн Дмитрия 17-мӗш пушар чаҫӗн тав хучӗпе чысланӑ.

Сӑмах май каласан, Дмитрий Киселёв юсамалла 2-мӗш колонирен ӗҫленӗ, васкавлӑ службӑна Ҫурҫӗр Кавказра пулнӑ. Халӗ Ростелекомра ӗҫлет.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_14542
 

Пӑтӑрмахсем
chuvashia.sledcom.ru сӑнӳкерчӗкӗ
chuvashia.sledcom.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Патӑрьел тӑрӑхӗнче узбексене пропискӑна тӑратса тултарнӑ. Ҫавӑншӑн полицин асӑннӑ тӑрӑхри пайӗн полицийӗн пуҫлӑхӗнче ӗҫленӗ ҫынна пуҫиле майпа явап тыттарнӑ. Экс-пуҫлӑх ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑ.

Следстви палӑртнӑ тӑрӑх, 2023 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче йӗрке хуралҫисем ял хуҫалӑх кооперативӗсенчен пӗринче миграци саккунне епле пӑхӑннине тӗрӗсленӗ. Ял хуҫалӑх кооперативӗн членӗсенчен пӗринче Узбекистанри виҫӗ ҫынна пропискӑна тӑратнине палӑртнӑ. Анчах хӑйӗн пӗлӗшӗ ыйтнипе полици пуҫлӑхӗ асӑннӑ факта курмӑш тума хушнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
Следстви комитечӗ тунӑ сӑн
Следстви комитечӗ тунӑ сӑн

Муркаш окургӗнче Ахмане ялӗнче пӗр кил хуҫалӑхӗнчи сарайӗнче виле тупнӑ. Вӑл тырӑ ашӗнче выртнӑ. 62 ҫулти арҫынна пусмӑрласа вӗлерни паллӑ пулнӑран пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

Ҫак тискер ӗҫе тума пултарнӑ ҫынна тӳрех тупса палӑртнӑ. Вӑл – ывӑлӗ. Следстви версийӗ тӑрӑх, ака уйӑхӗн 15-мӗшӗнче ашшӗпе ывӑлӗ ҫапӑҫса кайнӑ. Ывӑлӗ ашшӗне пуҫӗнчен гвоздодерпа ҫапса вӗлернӗ. Лешӗ йывӑр сурансене пула ҫавӑнтах вилнӗ. Ывӑлӗ вилене ҫыхнӑ та сарайри тырӑ ӑшне пытарнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
Пхукет полицийӗн сӑнӳкерчӗкӗ
Пхукет полицийӗн сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енри 23 ҫулти хӗр Таиландра вилнӗ. Унта вӑл машина айне пулнӑ.

Ҫу уйӑхӗн 13-мӗшӗнче хӗр «Bypass Rd.» ҫул урлӑ каҫма тӑнӑ. Инкек Пхукет утравӗ ҫинчи Селфи музейӗ тӗлӗнче пулнӑ.

«Пхукет хыпарӗ» сайтра пӗлтернӗ тӑрӑх, инкек ҫурҫӗр иртни 2 сехет те 17 минутра пулса иртнӗ. Малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, хӗр ҫул ҫине кӗтмен ҫӗртен сиксе тухнӑ, водитель машинӑна чарса ӗлкӗреймен. Инкек вырӑнне ҫӑлавҫӑсем пырса ҫитнӗ ҫӗре ентешӗмӗр вилсе кайнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем

Паян ирхине Ҫӗнӗ Шупашкарта «Химпромра» пушар пулнӑ. Кун пирки ҫӑлавҫӑсем патне 9 сехет те 10 минутра пӗлтернӗ.

Кабель эстакадине юсанӑ чухне пластик оросительсем тата градирни обшивки ҫунма пуҫланӑ. Юрать-ха, ҫулӑма хӑвӑртах сӳнтернӗ.

«Химпром» пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар вӑхӑтӗнче никам та шар курман. Ҫынсен сывлӑхӗшӗн те хӑрушлӑх ҫук. «Сывлӑша сиенлӗ япаласем тухас хӑрушлӑх ҫук», - тенӗ пресс-служба.

 

Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Ҫу уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Улатӑр округӗнчи Иваньково-Ленино ялӗнче пушар пулнӑ. Шел те, инкексӗр иртмен – ҫулӑма сӳнтерсен кил хуҫин виллине тупнӑ. Вӑл – 60 ҫулти арҫын.

Пушар алхасма пуҫлани пирки 19 сехет те 20 минутра пӗлтернӗ. Пушарнӑйсем киличчен ҫулӑма пушар команди сӳнтерме тытӑннӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, «хӗрлӗ автан» пирус асӑрханмасӑр туртнӑран ташлама пуҫланӑ.

Палӑртмалла: ҫулталӑк пуҫланнӑранпа республикӑра 461 пушар пулнӑ. Вӗсенче 27 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Паян ирхине Шупашкарти «Промлит» савутра пушар пулнӑ. Ҫӑлавҫӑсем патне ку хыпар 7 сехет те 2 минутра ҫитнӗ. Вӗсем ҫитнӗ тӗле цехра ҫӑра тӗтӗм сарӑлнӑ.

Савутран 75 ҫын хӑйсем тӗллӗнех эвакуациленнӗ. 8 сехет те 59 минутра ҫӑлавҫӑсем пушара сӳнтернӗ. Ҫулӑм 200 тӑваткал метр лаптӑк ҫинче алхаснине палӑртнӑ. Юрать-ха, вилнисем, аманнисем пулман.

Пушар мӗнрен тухнине палӑртма ятарлӑ экспертиза ирттереҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/mchs_chuvashia
 

Пӑтӑрмахсем
t.me/chuv_kray каналтан сӑнӳкерчӗк
t.me/chuv_kray каналтан сӑнӳкерчӗк

Сӗнтӗрвӑрринчи Нина Конова ҫамрӑк мар пулин те ахаль ларма юратмасть – вӑл вӑхӑта ал ӗҫӗпе иртерет.

Нина Конова паспортпа – 99 ҫулта. Анчах хӑй ӗнентернӗ тӑрӑх, вӑл 100 ҫулта. Документ валли ҫула каланӑ чухне вӑл хӗр-тусӗ пек пулас тесе 1925 ҫулхи тесе персе янӑ.

Кинемей кивӗ япалара пӗчӗк кавир ҫыхать. «Ӗҫленӗ чухне иртнине аса илсе ларатӑп», – тет вӑл.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/chuv_kray/2897
 

Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Паян ҫӗрле, ҫур ҫӗр иртсен, Канаш хулинче кӑвакарчӑнсен пӳрчӗ ҫунса кайнӑ. Ҫулӑм виҫӗ хутлӑ тимӗр ҫуртӑн пӗрремӗш хутӗнчи хуҫалӑх блокне ярса илнӗ. Пушара сӳнтерсен 55 ҫулти арҫын виллине тупнӑ. Унсӑр пуҫне 60 кӑвакарчӑн вилли пулнӑ.

Халӗ ӗҫ-пуҫа тӗпчеҫҫӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар пирус туртнине пула тухнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-143818234_375951
 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, [5], 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, 15, ...373
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.06.2024 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере шăпа янă паллăсене сăнамалла. Анчах вĕсе хăрушлăх пирки асăрхаттараççĕ-и е лайăххине калаççĕ-и - маларах калаймăн. Юнкун тупăшлă сĕнÿ илме пултаратăр. Эрнекун ĕçе пуçĕпех путăр - çапла элекрен хăтăлатăр.

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуть те кам тухсан та
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа хӑй
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
кил-йышри арҫын
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа тарҫи
хуҫа арӑмӗ