Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.6 °C
Суя чупать ҫӗр ҫулпа, чӑнни утать пӗр ҫулпа.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Шоркка арманне хӑт кӗртни

Шоркка арманне хӑт кӗртни — Шупашкар районӗнчи армансене сыхласа хӑварас тӗлӗшпе ирттерекен ӗҫре пулӑшасси. Эпир информаци тӗлӗшӗпе пулӑшайратпӑр.

Хальхи лару-тӑру

Армансем япӑх — иккӗшӗн те тӑррийӗсем хуҫалса аннине пула хӗл хушшинче шала юр кӗрет. Ҫавна пула чи пирвайхи ӗҫ — тӑррине те пулин юсасси.

Хыпарсем

  • 2010, пуш, 11 — «Хыпарта» армансене халалласа статья тухнӑ.
  • 2010, авӑн, 14 — проекта пуҫланӑ.

Кӗскен

Шоркка арманӗсем — паянхи куна ҫити Шоркка ялӗнче упранса юлнӑ ҫил арманӗсем. Ял ҫывӑхнерех ларакан арманне XX ӗмӗрӗн 20-мӗш ҫулӗсенче Александр Степанович Степанов тума пуҫланӑ. Теприне 1908 ҫулта унӑн ашшӗ, Степан Емельянович Емельянов, сутӑн илнӗ пулнӑ.
Ҫунаттисене 1968 ҫулта антарнӑ.

Сӑнсем

2007, 09, 29
2007, 11, 25
2010, 05, 31
2007, 09, 29
2007, 11, 25
2010, 05, 31

Пулӑшу

Армансене юсама укҫа тӗлӗшӗнчен пулӑшас текенсем ҫак инҫесас номерӗпе ҫыхӑнма пултараҫҫӗ: 8-906-384-50-32 (Юрий Васильевич Ильин)

Ҫавӑн пекех пӑхӑр



 
Категорисем: Шоркка, Пӗрлӗх
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2010-09-24 11:34:54 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 4685 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем