Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +10.3 °C
Пере пӗлмен ал туйи пуҫа килсе вӑрӑнать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хупӑ сасӑсем

Хупӑ сасӑсем — сывлӑш ҫулӗ ҫинчи тӗрлӗ чӑрмавсене сирсе пулнӑ сасӑсем. Чӑрмавсем хупӑ сасӑсене каланӑ чух тӗрлӗ ҫӗрте тата тӗрлӗ майпа пулаҫҫӗ, ҫавӑнпа вӗсене артикуляци тӗлӗшӗнчен икӗ пысӑк ушкӑна уйӑраҫҫӗ:

  • тутапа калаканнисем (п, б, м);
  • чӗлхепе калаканнисем (т, д, л, н, ш тата ыттисем).

Тутапа калаканнисем хушшинче икӗ тутапа калакан сасӑсем (п, п", б, б", м, м"), тутапа-шӑлпа калакан хупӑ сасӑсем (в, в") пур. Чӗлхе тӳрчӗн хӑш пайӗ ӗҫе хутшӑннине кура чӗлхепе калакан хупӑ сасӑсем хӑйсем те тӗрлӗ ушкӑнсене уйрӑлаҫҫӗ:

  • чӗлхе тӳрчӗн малти пайӗпе калаканнисем (т, т", д, д", л, л", н, н" с, з, ш, ж, р, р", ч, ҭ);
  • чӗлхе тӳрчӗн варри ӗҫе хутшӑннипе калакан хупӑ сасӑcем (й, ҫ, z");
  • чӗлхе тӳрчӗн хыҫалти пайӗ ӗҫе хутшӑннипе пулакан сасӑсем (к, к" г, г", х, х", γ, γ").

Акустика тӗлӗшӗнчен хупӑ сасӑсене икӗ пысӑк ушкӑна уйӑраҫҫӗ — шавлӑ хупӑ сасӑсем тата янӑравлӑ хупӑ сасӑсем. Шавлӑ хупӑ сасӑсем сӑмахри вырӑнне кура янӑраканнисем тата янӑраманнисем пулаҫҫӗ. Сывлӑш юхӑмӗ чӑрмавсене мӗнле ҫӗнтернине шута илсе шавлӑ тата янӑравлӑ хупӑ сасӑсене хӑйсене вакрах ушкӑнсене уйӑраҫҫӗ.

Чӑваш чӗлхи ӑслӑлӑхӗнче фонема пулакан хупӑ сасса уйӑрса палӑртас тӗлӗшпе тӗрлӗ учӗнӑйсем тӗрлӗрен шухӑшлаҫҫӗ.

1. В.И.Котлеев чӗлхеҫӗ палӑртнӑ тӑрӑх, тӗп чӑваш сӑмахӗсенче 33 хупӑ фонема (в, j, к, л, л", м, н, н", п, р, с, ҫ, т, т", х, ч, ш, б, г, д, ж, з, z", γ, ч, в, j, л:, л", м:, н:, н":, р:) тата 8 фонемоид (в", д", к", м", п", р", х", ш"). Унсӑр пуҫне тӗпчевҫӗ вырӑс чӗлхинчен кӗнӗ виҫӗ фонемӑна кӑтартать (ф, ф", ц).

Чӑваш чӗлхинче фонема пулакан хупӑ сасӑсем, тӗпрен илсен, хытӑлӑхпа ҫемҫелӗх енчен мӑшӑрлӑ: в — в", п — п", т — т", д — д", к — к", х — х", ш — ш", л — л", м — м", н — н", р — р", л: — л":, н: — н":. Ытти 7 сасӑ (фонема) мӑшӑрсӑр: й, ҫ, ч, z", ч, ҷ — яланах ҫемҫе хупӑ сасӑсем; с, з сасӑсем яланах хытӑ, вӗсен ҫемҫе мӑшӑрӗсем ҫук.

Ку вӑл Ленинград фонологи шкулӗн теорине тӗпе хурса хатӗрленӗ классификаци.

2. Сасӑ тытӑмне Мускав фонологи шкулӗн теорине никӗсе хурса тӗпчекенсем чӑваш чӗлхинче 17 хупӑ фонема пурри ҫинчен ҫыраҫҫӗ. Вӗсем ҫаксем:

  • янӑравлисем — в, й, л, л", м, н, н", р; шавлисем — к, п, с, ҫ, т, т", х, ч, ш. Вырӑс чӗлхинчен йышӑннӑ сӑмахсенче тата 7 хупӑ фонема тӗл пулать: б, г, д, ж, з, ф, ц.

3. Юлашки ҫулсенче П.Я. Яковлев чӗлхеҫӗ фонетика ыйтӑвӗсене тухӑҫлӑ тӗпчерӗ. Вӑл чӑваш литература чӗлхин консонантизмӗ 26 фонемӑран тӑнине ҫирӗплетет:

1) шавлӑ, хытӑ — п, к, т, х, (ф), с, ш, (ц);

2) сонорлӑ, хытӑ — л, м, н, в, р;

3) шавлӑ, нейтраллӑ — ҫ, ч;

4) сонорлӑ, нейтраллӑ — й;

5) шавлӑ, ҫемҫе — п", к", т", х", ш";

6) сонорлӑ, ҫемҫе — л", м", н", в", р".

Тӗпчевҫӗ ф, ц фонемӑсемсӗр пуҫне ыттисем пурте геминациленме пултарнине палӑртать.

Чӑваш сӑмахӗсенче хупӑ сасӑсен ҫирӗп йӗрки пур:

1) сӑмах пуҫламӑшӗпе вӗҫӗнче янӑраман шавлӑ хупӑ сасӑсем кӑна пулма пултараҫҫӗ (кас, ҫых, пит);

2) янӑравлӑ хупӑ сасӑ умӗнче янӑраман шавлӑ хупӑ сасӑсем ҫеҫ пулаҫҫӗ (тӑпра, сукмак, ҫапла);

3) сӑмах варринче юнашар тӑракан шавлӑ хупӑ сасӑсем янраманнисем пулаҫҫӗ (пахча, укҫа, ӑҫта);

4) икӗ уҫӑ сасӑ хушшинче тата янӑравлӑ хупӑ сасӑпа уҫӑ сасӑ хушшинче шавлӑ хупӑ сасӑсем янӑраканнисем те, янӑраманнисем те пулаҫҫӗ. Янӑраман шавлӑ хупӑ сасӑсем вӑрӑммӑн илтӗнеҫҫӗ: упа (уба) — аппа, така (тага) — такка, (виz"ӗ) — виҫҫӗ, вутӑ (вудӑ) — вутта тата ыттисем те.


 
Категорисем: Чӑваш чӗлхи
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2013-02-17 19:46:29 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 6795 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем