Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +8.3 °C
Кӗрхи кун кӗлтеллӗ, ҫурхи кун ҫеҫкеллӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Пӗрлӗх тытӑмӗ

Пирӗн пӗрлӗх тытӑмӗ ҫапларах:

Пӗрлӗх сайчӗ тата тӑванла сайтсем уйрӑм сервер ҫинче вырнаҫнӑ.

Тӗп йӗркесем

  • Пирӗн пӗрлӗхре пурте хутшӑнма пултараҫҫӗ.
  • Пӗрлӗхре вӑй хурасси, ӑна пулӑшасси — кашнин хӑйӗн ирӗкӗ.
  • Пӗрлӗхе хутшӑнни — тӳлевсӗр.
  • Пирӗншӗн кашни ҫын шухӑшӗ паха — ҫавӑнпа та чылай сервисра эсир хӑвӑр шухӑша ирӗклӗн пӗлтерме пултаратӑр. Ҫакна асра тытӑр: Чӑваш Енпе Раҫҫей Федерацийӗн саккунӗсене пӑсакан шухӑшсене пӗрлӗх йӗркине тытса пыракансем катӗртме те (кӑларса пӑрахма, йышӑнмасӑр) пултараҫҫӗ.
  • Пирӗн пӗрлӗхе хутшӑнакан ҫын кашни халӑха, кашни хутшӑнакана, кашни ҫынна хӑйне тан ҫын евӗр йышӑнмалла.

Пӗрлӗх кун-ҫулӗ

Пирӗн пӗрлӗхӗн ҫуралнӑ кунӗ авӑнӑн 7-мӗшӗ — вӑл кун канашлу ӗҫлеме пуҫланӑ.
Чи малтанах пирӗн перлӗх сайчӗ Drupal движокне усӑ курнӑччӗ. Шел те, движок ытла та чухӑн пулнӑран, ӑна кирлӗ таран анлӑлатма нумай вӑй пама тивнӗрен, унран хӑталма тиврӗ — унччен GGM (Золотая шахта гномов) сайт валли хатӗрленӗ движок ҫине куҫма тиврӗ. Юпан 5-мешӗнче пирӗн пӗрлӗх сайтӗнче пӗрремӗш хыпар вырнаҫрӗ — унта шӑп та движока улӑштарни ҫинчен пӗлтернӗ.

Чи малтанах сайт виҫӗ чӗлхеллӗччӗ: чӑвашла, вырӑсла тата акӑлчанла. Кӑшт каярах эсперанто версийӗ хушӑнчӗ.

2010 ҫулхи ҫурлан 27-мӗшӗнче сайтра 1000-мӗш хыпар вырнаҫрӗ.

Укҫа енчен

Пирӗн пӗрлӗх сайчӗ уйрӑм серверта вырнаҫнӑ. Провайдер патӗнче ӑна тытнӑшӑн эпир уйӑхне 3 000 тенкӗ (100$) тӳлетпӗр. Унсӑр пуҫне пӗрлӗх усӑ куракан доменсемшӗн укҫа пама тивет — пӗр доменшӑн ҫулталӑкне 450-600 тенкӗ. Тӳлевлӗ доменсем: chuvash.org, chuvash.net, chv.su, chuvash.su, yumah.ru, cbx.su.

Ҫавӑн пекех пирӗн пӗрлӗх тӗрлӗ конкурссем ирттерсе ҫӗнтерӳҫӗсене парнесемпе чыслать.

Пӗрлӗхе тытса тӑма укҫа ӑҫтан килет?

Пирӗн пӗрлӗх укҫа паманнипе пӗрех. Ҫулталӑкне реклама вырнаҫтараканни пӗрре-иккӗ тупӑнать-ши?.. Ҫавӑнпа та пирӗн пӗрлӗх спонсорсен укҫипе пурӑнать.

Тӗп спонсор: RPG TOP — сайтсен каталогӗ


 
Категорисем: Пӗрлӗх
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2014-09-07 13:40:59 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 6653 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем