Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +7.3 °C
Ӗнен сӗчӗ чӗлхе вӗҫӗнче.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Интернетри чӑвашлӑх

Паянхи кун интернетра пӗр теҫетке чӑваш сайтне тупма пулать. Вӗсем пурте чӑвашсен пурнӑҫӗ ҫинчен сӑмахлаҫҫӗ, чӑвашсен историйӗ, культури, наци пуласлӑхӗ тавра ҫӗршер йыту хускатаҫҫӗ. Форумсенче вара тӗрлӗрен йытусем сӳтсе яваҫҫӗ.


Чи йывӑрри чӑвашла Windows ҫукки, чӑваш шрифчӗсем стандартизацилемелли. Тутарсен, калӑпӑр, 1996 ҫултах Министрсен Кабинечӗ тутар шрифчӗсем мӗнле вырӑнта пулмаллине ятарлӑ йышӑну тунӑ. Ҫак ыйтӑва ҫитес вӑхатра сӳтсе явӑпӑр. Паян вара интернетра менле чӑвашла сйатсем ӗҫленине тишкеретпӗр.
http://forum.cdx.ru адреспа чӑваш халах канашлӑвӗ вырнаҫнӑ. Урӑхла каласан форум тени ӗнтӗ. Кунта кашниех тӗрлӗ ыйтӑва сӳтсе явма, пулӑшу йытма пултарать.
http://chuvash.org сайчӗ ҫинче тӗрлӗ информацие вырнаҫтарнӑ. Калӑпар, литература кетесӗнче сӑвӑсем, романсем вулама пулать. Кулӑшра шӳтсемпе анегдотсем вырнаҫтарнӑ. Кунта форум та ӗҫлет. Сайт ҫинче пӗлмелли нумай, информаци туллиех.
http://chuvash.narod.ru сайт ҫинче чӑваш эстрада юррисене итлеме май пур. Ку вӑл пӗрремӗш чӑваш интернет радио. Радиона итлеме компьютер ҫинче WinAmp, iTunes, RealPlayer пулмалла. Тепӗр чӑваш эстрадин сайчӗ www.suvarych.narod.ru адреспа ларать. Темшӗн вӗсем хӑйсене чӑваш эстрадин официаллӑ мар сайчӗ тесе каланӑ. Паллах ку интернет радио мар. Юрӑсене уҫласа илмелле.
http://yumah.ru сайтра чӑваш юмахӗсемпе, халапӗсемпе, ваттисен юмахӗсемпе паллашма май пур.
http://www.vula.narod.ru сайт чӑваш литературин сайчӗ. Кунта, калапӑр, Борис Чиндыковӑн «Тухса каиччен» произведенине, М. Фёдоровӑн «Арҫури» балладине вулама пулать.
Калининград чӑвашсем мӗнле пурӑннипе кӑсӑкланакансене http://www.chavash.nm.ru сайт ҫине кӗмелле. http://i-study-chuvash.nm.ru/noun%5Fgender.dhtml сайт вара чӑвашла вӗрентет.<<
>>Илья Васильев.
«Ялта» хаҫат /Родина партийӗн хаҫачӗ/.>>

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Пирӗн пӗрлӗх ҫинчен ҫырнӑ ытти статьясене


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2006-07-01 22:20:50 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 6550 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем