Авалхи юрăсем


Хулăм укçи çирĕ пуçăма


Вуник çула çитрĕм — юррăм пĕтрĕ,

Улпут хирне кайрăм тыр вырма.

Вунсаккăра кайрăм — пĕве çитрĕм,

Хулăм укçи çирĕ пуçăма —

Кӳршĕ ялти пуян Этремен

Илсе кайрĕ, çирĕ пуçăма.

... Ăмăрт, парсам мана çунатна,

Тухса вĕçем тĕнче ирĕкне.

Çĕлен, парсам мана кĕпӳне,

Шуса тухам курăм хушшине.

Çак тамăк пек тискер пурнăçран

Тухса каям тĕнче хĕррине.

Телейсĕрлĕх юрри


Хура вăрман урлă та эп каçнă чух,

Хура вăрман та урлă каçнă чух,

Вуник кашкăр иртнине тĕл пултăм;

Вуник кашкăр иртсе те каиччен

Юман çумне тăрса та юлайрăм.

 

Çакă утмăл çула та, ай, çитиччен,

Çакă утмăл çула та çитиччен,

Вуник ывăл çĕре те чикейрĕм.

Вуник ывăл вилсе те пĕтиччен

Чĕрене чул хурса та çӳрерĕм.

Ан хапсăнăр тĕнчен мулĕсене


Вуникĕ хир урлă эпĕ каçрăм,

Вуникĕ хир урлă эп каçрăм,

Ялан тулăран та тулă йăранĕ,

Ялан тулăран та тулă йăранĕ.

 

Аташтармасть туллăн йăранĕсем,

Аташтарать тĕнчен мулĕсем.

Ан хапсăнăр тĕнчен мулĕсене.

Çылăх пулĕ çамрăк пуçсене.

Эпир те вилсен мĕн юлать


Хăваран арпалăх эп автартăм,

Хăваран арпалăх автартăм, автартăм,

Урайне сайхалăх сартартăм,

Урайне сайхалăх сартартăм, сартартăм.

 

Утсемех те юртать,

Çул юлать,

Эпирех те вилсен

Мĕн юлать. —

Мĕн калаçнă сăмах —

Çав юлать.