Явăш Тукасĕ


Хĕрĕме


Хыçалта — хамăр Явăш Тукасĕ,

Çумăнах — ял хапхи-уничи.

Тĕттĕме хĕрĕмпе кăшт тухас-и?

Шăпăртах кĕрхи каçăн тĕнчи.

Хăратмарĕ сана хура чатăр,

Эс тăрук, каçăхса-тĕлĕнсе,

Мăйамран çулса илтĕн те çатăр,

Пăшăлтатрăн, çӳле тĕллесе:

«Ку мĕн-ма,

Эп çавна халь пĕлесшĕн,

Хуравла, кĕттермесĕр вăрах,

Эс мана пуç çине çĕклесессĕн,

Çăлтăрсем çывăхрах.

Çывăхрах!»

Çĕнĕлле сана туйрăм çав хушă:

Пач кĕтмен сăмахушăн тавах.

Ан та ыйт, сăвăç чунлă Надюша,

Мĕншĕнне эс пĕлетĕн хăвах...

Ĕмĕре аса юлнă ӳкерчĕк...

Ялăмра халь эп ăнсăрт хăна.

Пĕр кайсан,

çук, пулман пуль ӳркенчĕк, —

Сĕм çĕрле те тухап хапхана.

Хĕрĕм!

Çăлтăрăм!

Шухăш ытамĕ

Сан пекех хавхаланнă хĕрӳ.

Çупарлам,

çӳлерех ывăтам-и,

Çĕнĕрен çунатлантăр чĕрӳ.

Кăмăлу телейпе çунтăрах.

Катара та эс,

пурпĕр пĕлен:

Çăлтăрсем

çывăхрах,

çутăрах

Тăван ен сăпкинчен çĕкленсен.