Сергей Есенин


Вĕçлерĕ савăк сăмахне сар хурăн...


Вĕçлерĕ савăк сăмахне сар хурăн

Ытла ытарлă ылтăн катара.

Вĕçсе иртӳçĕн тăрнасем салхуллăн,

Пĕр шелсĕр ăсанаççĕ кăнтăра.

 

Кама шеллес? Кашнийĕн çулĕ çуйлă —

Каять, килет, каллех утать çулпа.

Килтен каяншăн уйлĕ кантăр уйĕ

Кăвак пĕве çинчи çут уйăхпа.

 

Таса уй варринче пĕччен тăратăп,

Тăрнасене çил хăвалать таçтах.

Хаваслă яшлăх халĕ те асра та,

Анчах иртни мана шел мăр пачах.

 

Шел мар мана сӳнен çулсен хăвачĕ,

Шел мар сенкер сиренлĕ чунăма.

Садра çунать кĕрен пилеш кăвайчĕ,

Анчах ăшăтаймасть вăл никама.

 

Пилеш сапакисем çунса йăлт йăммĕç,

Сарăхнипе ĕнсе пĕтмест çерем.

Çулçисене сас-чӳсĕр тăкнăн йывăç,

Тăкатăп эп салхуллă сăмахсем.

 

Енчен те вăхăт тупĕ меллĕ вырăн

Çилпе йăлтах шăлса çӳп купине...

Ун чух ак... калăр: çепĕççĕн те ыррăн

Ката вĕçлерĕ хăйĕн сăмахне.

 

Сергей Есенин

Эрешленчĕ кӳлĕре шуçăм хĕрелсе...


Эрешленчĕ кӳлĕре шуçăм хĕрелсе,

Макăраççĕ хырлăхра хурлă карăксем.

 

Сарă кайăк йăвинче пытанса йĕрет,

Эп кăна хаваслă халь, чунăмра — кĕтрет.

 

Каçхине, пĕлетĕп-ха, тухăн çул хĕрне,

Ларăпăр çĕмел çине çĕн капан çумне.

 

Ӳсĕртсе чуп тăвăп та тӳнĕн чечек пек,

Хĕпĕртӳре хĕрнĕскер тӳсес çук элек.

 

Сирĕн шур пĕркенчĕкне сĕртĕнсен черчен,

Йăтса кайăп вĕтлĕхе эп сана ирччен.

 

Макăрсах шавлаччăр-и хурлă карăксем, —

Савăк тунсăх пур иккен шуçăм хĕрелсен.

 

Сергей Есенин

Пур асамлă алăк Хурассанăн...


Пур асамлă алăк Хурассанăн,

Кĕл чечек чылай ун умĕнче.

Çавăнти хĕре епле-ха савмăн?

Пур асамлă алăк Хурассанăн,

Уçаймарăм эп ăна хальччен.

 

Пур хул-çурăмра ман вăйăм-халăм,

Ылтăн-пăхăр çӳçĕмре пурах.

Хĕр сасси пит янкăс та пăлхавлă,

Пур хул-çурăмра ман вăйăм-халăм,

Уçаймарăм алăка çавах.

Кама кирлĕ манăн юррăм-сассăм,

Кирлĕ-ши текех пуçтахланма? —

Шагăн кĕвĕçӳ те çук пулсассăн:

Хал çитмен тĕк алăкне уçма.

Кирлĕ-ши текех пуçтахланма?

 

Вăхăт çитрĕ таврăнма Руçе.

Перçи! Уйрăлу-и эпĕ шырăп,

Ĕмĕрлĕх ăсанăп-шим кĕçех?

Илĕртет пулсан Тăван çĕршывăм.

Вăхăт çитрĕ таврăнма Руçе.

 

Сывă пул, пикем, сыв пул, тăванăм!

Уçайман пулин те алăкна,

Эс чунра хитре асап хăвартăн

Килĕмре юрра хывма сана.

Сывă пул, пикем, сыв пул, тăванăм.

Эс каларăн-çке...


Эс каларăн-çке: "Саади

Чуп тăватчĕ кăкăртан".

Тăхтасем кăштах, юрать-и?

Эп те юлмăп-ха унран.

 

Эс каларăн: "Евфрат урлă

Кĕл чечек хĕртен хитре".

Пулмасассăн эпĕ юрлă,

Юррăм пулĕччĕ хивре.

 

Пĕр чечекĕ те ан юлтăр,

Йăлт касса эп пĕтерем, —

Нимĕн хӳхĕмрех ан пултăр

Шаганэ савниçĕмрен.

 

Нихăçан пулман халалăм,

Ун пирки ан ыйт ытла,

Эп поэт пулса çуралнă,

Чуп тăватăп поэтла.

Шаганэçĕм эс ман, Шаганэ!..


Шаганэçĕм эс ман, Шаганэ!

Чунăмпа çурçĕртен пулнăран-ши,

Уй-хире мухтама хатĕр саншăн,

Уйăх айĕн ыраш юхнине.

Шаганэçĕм эс ман, Шаганэ.

 

Чунăмпа çурçĕртен пулнăран-ши,

Пысăкрах унта уйăх çĕр хут,

Шираз чаплă пулин те — вăл ют,

Хитререх Рязань хирĕ халь маншăн,

Чунăмпа çурçĕртен пулнăран-ши?

 

Уй-хире мухтама хатĕр саншăн,

Ырашран илтĕм эп çӳçĕме,

Эс ăна явала пӳрнеме,

Тĕлĕнместĕп пачах ыратманшăн.

Уй-хире мухтама хатĕр саншăн.

 

Уйăх айĕн ыраш юхнине

Кăтрам тăрăх тӳрех уйăрсамччĕ,

Шӳтлесем, савнă тусăм, кулсамччĕ,

Анчах эс ан вăрат иртнине,

Уйăх айĕн ыраш юхнине.

 

Шаганэçĕм эс ман, Шаганэ!

Çурçĕрте сарă хĕр пурччĕ манăн,

Унăн çутă сăнне епле манăн.

Вăл мана ас илет, ахăртне...

Шаганэçĕм эс ман, Шаганэ.