Çĕр çырли


Эп ун чух вунçиччĕреччĕ


Эп ун чух вунçиччĕреччĕ,

Эс те шăп вунçиччĕре.

Хурăн çулçине ӳкерчĕ —

Хускалмарĕ те чĕре.

 

Çĕр çырли те ир пиçетчĕ,

Тутлăрахчĕ панулми.

Куçсенче шевле çиçетчĕ,

Кăмăл-туйăм туп-тулли.

 

Те пиçет халь çĕр çырлийĕ,

Мĕн тути улма тути?!

Тăкăнать те сар çулçийĕ —

Илтĕнет савни утти.

 

Иртнине иртни теместĕп —

Вырнаçать пĕр пурнăçа.

Тĕл пулсан — сăмах чĕнместĕп —

Кăтартмастăп курнăçа.