Çĕпритун Шăпчăк


Иккӗмӗш мӑлатука ҫапаканни


1925 çулта «Капкăн» журнал тухма пуçласанах, Çĕпритун Шăпчăк кулăш журналĕпе çыхăну тытма тытăннă. Вăл çырнă фельетонсем, йĕплĕ сăвăсем, юморескăсем, юптарусем кашни номерте тенĕ пекех çапăннă. Хăш номерте темиçе хайлав пичетленни те пулнă. Ун пек чухне вăл Папай, Толмас, Çĕрпелсем тесе те алă пуснă.

«Капкăн» журналта çине-çинех пичетленнине кура, ывăна пĕлмен çыравçăна кулăш лаççинче Иван Мучи хыççăн иккĕмĕш мăлатука çапса пырать тесе шутлатчĕç. Çыравçă-мыскараçă тесе чыслатчĕç ăна.

Спиридон Павлович Толмасов-Шăпчăкпа эпĕ 1935 çулхи апрельте Хĕрлĕ Чутай районĕнчи ĕçялкорсен канашлăвĕнче паллашнăччĕ. Ун чухне вăл район хаçачĕн редакторĕччĕ. Пире, тин кăна сăвă-калав çырма пикеннисене, чылай пулăшатчĕ. Райхаçатра литература страницисем тăтăшах тухатчĕç. Нумаях ĕçлеймерĕ вăл унта. 1937 çулхи кĕркунне халăх тăшманĕсемпе çыхăннă тесе, ăна тытса кайрĕç. Пуç янă çĕртен 1947 çулта таврăнчĕ. Вăрнарта тĕл пулса калаçаттăмăр. Анчах вăл çырма ирĕк илеймесĕрех 1954 çулта çĕре кĕчĕ.

Писатель-юморист 1897 çулхи декабрĕн 28-мĕшĕнче Вăрнар районĕнчи Çĕрпелте çуралнă. Иртеменкассинчи икĕ класлă шкултан вĕренсе тухнă. 1913—16 çулсенче Уравăшри вулăс кантурĕнче çыруçă пулса ĕçленĕ. 1916 çулта ăна патша çарне илнĕ, империалистла вăрçа хутшăннă. Граждан вăрçинче пулнă. Çарта фельдшер ĕçне вĕреннĕ. Унтан таврăнсан, учительте, вулăсри çутĕç пайĕн пуçлăхĕнче ĕçленĕ. Хаçат-журналпа çыхăну тытма пикеннĕ. Вăл çырнисем час-часах пичетленме пуçланă. Малтанхи сăвви 1923 çулта «Канаш» хаçатра тухнă. 1927 çулта хастарлă ялкора çав хаçат редакцине ĕçлеме чĕнсе илнĕ. Унта литсотрудник, пай пуçлăхĕ, яваплă секретарь пулнă. 1935 çулта ăна Хĕрлĕ Чутай район хаçачĕн редакторĕ пулма куçарнă.

Малалла

Учитель, тухтăр, писатель


1947 çултан пуçласа Ç. Шăпчăк çичĕ çул хушши Хирпуçĕнче фельдшер пунктне ертсе пычĕ, халăх сывлăхне упрас тесе, чун-чĕререн тăрăшрĕ. Районта, медицина работникĕсем çителĕксĕр пулнă пирки, унăн пĕр вăхăтрах Пăваль ялĕнче тата Машавăш вăрман участокĕнче ĕçлеме тӳр килнĕ.

1952 çулта Çĕрпел ялĕнче библиотека уçăлчĕ. Кунта эпĕ, малтан пуçласах, пĕр улшăнмасăр, 33 çул хушши, заведующи пулса ĕçлерĕм. Çĕпритун Шăпчăк чи активлă вулакансенчен пĕриччĕ. Вăл вулакансене чăваш литератури мĕнле аталанса пыни çинчен каласа паратчĕ, хăйĕн сăввисене вулатчĕ, чăваш халăх юррисене юрласа кăтартма хавасчĕ. Вăл хутшăнсан, ялти чăваш туйĕсем тĕлĕнмелле савăнăçлă иртетчĕç. Шӳтлĕ юрă-такмаксем янăрататчĕ, ăста та сатур ташшисемпе чуна киллентеретчĕ.

Тавăрăннă хыççăн, Ç. Шăпчăк литература ĕçне тепĕр хут кӳлĕнме те хăтланса пăхрĕ. Самаях çырни çинчсн каласа паратчĕ, повеçсем те пичете хатĕр пулнă имĕш... Анчах... «Халăх тăшманĕн» произведенийĕсене ун чухне редакцисемпе издательство çывăхне те яман. Çĕпритун Шăпчăк ăшри çунтармăша йывăррăн чăтса ирттернĕ. Хăйĕн таса ятне тавăрасса кĕтсе илеймерĕ. Питĕ шел, писателĕн юлашки çулĕсенче çырнă хайлавĕсем упранайман. Пурнăçри йывăрлăхсемпе хавшанă сывлăхне пула, 1954 çулхи ноябрĕн 25-че Ç. Шăпчăк чĕри тапма чарăнчĕ, писатель вăхăтсăр çĕре кĕчĕ. Хурланса сывпуллашрĕ ял-йыш хăйĕн юратнă çыравçипе. Ăшă туйăмпа усрать унăн ятне ял-йыш. Çĕрпел ялĕн пĕр урамне Ç. Шăпчăк ятне хунă.

Малалла