Усал


Ырăпа усал


Ырă çынпа тĕл пулсан —

Ырă тупăн.

Унпа пĕрле калаçсан

Шанчăк çутăн.

 

Усал çынна тĕл пулсан —

Хурлăх тупăн.

Чунна кĕрĕ вăл кулса

Çывăх тусăн.

 

Усал çепĕç те чее,

Юс пек сапăр.

Мĕн ун вăрттăн чĕринче,

Шел, курмастпăр.

 

Чечек евĕр вăл хитре,

Ырă чунлă.

Савăк кулă сăн-питре,

Чĕри чуллă.

 

Такăнтарĕ ерипен,

Шăппăн-лăпкăн.

Илĕртет çав тилпĕрен,

Куççуль тăкăн.

 

Пĕлейместпĕр çав темме,

Хăшĕ ырă.

Тем çитмест шав этеме

Курать шырлăх.

 

Усалли утпа çӳрет,

Ку — каларăш.

Усала чăн, кам кӳрет, —

Кала, тантăш.

«Усал хыпар утпа çӳрет...»


Усал хыпар утпа çӳрет,

Ырри вара — çуран.

Пĕри — çынна телей кӳрет,

Тепри — сĕнет суран.

 

Ик хирĕç хыпара епле

Пĕр тан йышăнмалла?

Пĕри — туртать тӳпенелле,

Тепри — аялалла.

 

Çуран çӳрен — юрлаттарать,

Юлан утли — йĕртет.

Пĕри — çын пурнăçне тăсать,

Тепри — кĕскелетет.

 

Алла тытса çăкăр-тăвар

Ыйтасчĕ Турăран:

Утпа çӳретĕр ыр хыпар,

Усал хыпар — çуран!