Депутат


Депутат сăмахĕ


Вĕри те çутă кăмăл хумĕ

Хаваслăн чĕрене тулать.

Паян эп, çĕнĕ суйлав умĕн,

Пăхса тухасшăн хам çула.

 

Ĕмĕтĕмпе малашлăха та

Пăхатăп тинкерсе паян.

Çĕршывăмпа эп мухтанатăп,

Унпа эп — чаплă та пуян.

 

Мана суйланă чух каларĕç, —

Çав пил вăл чĕререх тăрать:

Хăвна ӳстернĕ халăха эс

Ялан та Ленин пек юрат!

 

Хĕвел çуртне эпир тусаччĕ,

Тусаччĕ капăр керменсем.

Çавал çинче те гидростанци

Çутсаччĕ çутă çăлтăрсем.

 

Пĕр-пĕр тӳрккес те сивĕ куçлă

Этем тăрсассăн çул çине,

Ăна сирсе, эпир çул уçнă,

Васкатнă хамăр ĕçсене.

 

Çанталăк тепĕр чух тĕтреллĕ

Пулсан та, уçă пултăр çул.

Ленин пекех таса чĕреллĕ,

Тӳр шухăш-кăмăллă эс пул!

 

Тăшман сиксе ӳксен ултавлăн

Пирĕн Тăван çĕршыв çине,

Мĕнпур тăвансемпе пĕр танăн

Эп тухрăм халăх вăрçине.

 

Хыçра выртать нумай пин çухрăм,

Писмерĕм эп вут-çулăмран,

Çарпа пĕрле эп утса тухрăм

Малалла