Хветĕр Уяр


Август


Хветĕр Уяра

 

Август уйăхĕн хăйĕн илемĕ.

Ирĕсем хăйне евĕр хитре.

Атăл çийĕн çĕклемĕн-çĕклемĕн

Хăпарать кăпăш шурă тĕтре.

 

Уяртать. Тӳпе тăрă та çӳллĕ.

Пăрахать вылямашкăн ăрша.

Инçетри курăнать илĕртӳллĕн,

Уçă çил тасатать сывлăша.

 

Сасă пар — сасă уçă та ирĕк,

Ян кайса аякра çухалать.

Ылтăн тĕслĕ сап-сарă уй-хирĕн

Ĕçлĕ шавĕ çĕклет кăмăла.

 

Садсенче пан улми кĕрпекленнĕ,

Ăнса пулнă кăмпа вăрманта.

Çутçанталăкăн сиплĕ сĕткенĕ,

Пилĕ-техĕмĕ — сан умăнта.

 

Çăлтăр çумăрĕ çулăмлăн çăвĕ,

Шевле çиçĕ тул çутăличчен.

...Август, август, ыр кăмăллă çăвăн

Эс чи чаплă уявĕ иккен.