Питĕрпур


Пётр Егоров


Тепри пулсассăн ют çĕре кайсассăн

Пытарĕччĕ йăх-несĕл таврашне.

Чапа тухсассăн, аллăран каçсассăн

Каларăн уççăн ху чăн чăвашне.

 

Сана ĕçченлăх, çивĕч ăс пилленĕ,

Вĕсем упранă тăлăх ачана.

Эс вĕсене пулах çӳле çĕкленнĕ,

Хăвпа пĕрле çĕклерĕн халăхна.

 

Асамлăха ăçтан ăнкарнă эсĕ?

Ырлать, мухтать ăсталăхна тĕнче.

Виçелĕх, шайлашу, ачашлăх тĕсĕ

Пĕр тикĕс курăнать çуртусенче.

 

Çуллахи Сад картипеле эрешĕ —

Çак тĕнчери кĕтретсенчен пĕри.

Карта илемĕн тупсăмĕ мĕнре-ши'

Ăсна килмен-ши чăвашсен тĕрри?

 

Санра сăн илнĕ Смольнăй мăнастирĕ,

Эсех çĕнетнĕ Петергоф сăнне.

Миçе хутчен-ши Питĕрпурăн ирĕ

Сăнанă эсĕ ыйхă татнине?

 

Ытти çĕрте те эсĕ йĕр хăварнă:

Ăна пĕлтерĕ Хĕллехи Кермен,

Ĕлккен чиркĕвӳпе мухтанĕ Пярну...

Мĕн чухлĕ çурт сăнне-ши ӳкермен?..

 

Санра грузин янралĕ чĕрлĕх чĕртнĕ,

Ĕçе вĕрентнĕ Питĕрпур çынни.

Чун-чĕрӳне, тен, лăпланмасăр хĕртнĕ

Малалла

Бичурин пехилĕ


Кĕçех уйăрăлса каятăп,

Ик халăха пуçа таятăп.

Ӳссе вĕсен арки çинче

Эп куртăм ытарми тĕнче.

Тавах, тавах, тавах!

 

Чăвашăн арĕ, вырăс хĕрĕ

Мана махтавлă çул пиллерĕ:

Каймарĕ пурнăçăм сая —

Уçма тӳр килчĕ Китая.

Тавах, тавах, тавах!

 

Чăвашăн, вырăсăн хăвачĕ

Китай ăсне пĕлме май пачĕ.

Вăй пачĕ вăл Раççейĕме

Пуçа мăнаçлăн çĕклеме.

Тавах, тавах, тавах!

 

Эп Тухăçа мала хуратăп,

Чун илемне унта куратăп.

Кирек хăçан, кирек ăçта

Калас килет ман, тупата:

Мухтав, мухтав, мухтав!

 

Чăвашăн авалхи тымарĕ

Хунсенченех хускалнă мар-и?

Сăнатап та вĕсен чунне —

Туятăп пĕртăваннине.

Мухтав, мухтав, мухтав!

 

Эп чăвашран юта тухмарăм,

Ыттисенчен кая хумарăм.

Вăл акă çĕкленет каллех,

Чыс курĕ-ха тĕнчипелех.

Мухтав, мухтав, мухтав!

Малалла