Мăн Шетмĕ


Ман асаннен ял историйĕ


Эпĕ çуллахи вăхăта чăтайми кĕтетĕп. Çуллахи вăхăт маншăн — чи юратни, мĕншĕн тесен, яла, асанне патне каятăп-çке. Эпĕ асаннене питĕ юрататăп, ăна пулăшатăп, унпа мухтанатăп.

Акă пĕр ăшă кун эпĕ яла çитрĕм. Асанне яланхи пекех, мана хапха умĕнче кĕтсе илчĕ. Кунĕпе эпир пĕрле пултăмăр: пахчара çӳрерĕмĕр, чăхсене çитертĕмĕр. Çапла кунран-кун иртрĕ.

Пĕррехинче каçхи апат хыççăн мана асанне хăйĕн тăван ял историне каласа пачĕ.

Манăн асанне, Игнатьева Надежда Григорьевна, Чăваш Республикинчи Красноармейски районне кĕрекен Мăн Шетмĕ ялĕнче çуралса ӳснĕ. Мăн Шетмĕ ялĕ питĕ илемлĕ вырăнта, Шетмĕ юханшывĕ хĕрринче вырнаçнă. Ку юханшыв илемлĕ те таса. Эпир унта кашни çул ачасемпе шыва кĕретпĕр.

«Мăн Шетмĕ тăрăхĕн историйĕ пуян та мухтавлă», — тет мана асанне. Истории докуменчĕсем тăрăх пирĕн эрăчченех финн-угор чĕлхипе калаçакан халăх çыннисем, çармăссем, пурăнни паллă. Атăлçи Пăлхар çĕршывне тутар-монголсен çарĕсем аркатса тăксан, чăвашсен мăн аслашшĕсем, пăлхарсем, çав тăрăха тарса килнĕ. Ку енне пăлхарсем XIV ĕмĕртех килсе вырнаçнă.

Мăн Шетмĕ енĕ — Чăваш Республикинче паллă ен. Ку тăрăхри ялсен историне, халап-юмахне тата йăла-йĕркине чăвашсен паллă этнографĕ, Мăн Шетмĕ чиркӳ прихучĕн пачăшки Н.А.Архангельский, сахал мар тĕпчесе çырса хăварнă. Малтан çак ялта питĕ илемлĕ чиркӳ пулнă. Ылтăнтан тунă евĕр ялкăшса тăнă. Кайран, коммунистсен вăхăчĕ çитсен, çак чиркĕве пĕтĕмпех аркатнă, çаратнă. Халĕ те çак чиркӳ вырăнĕ пур, анчах та унта чул купи кăна.

Малалла