Кивĕ Тĕрлемес


Пирĕн ял


Икĕ çырма хушшинче

Эпир ӳснĕ ял ларать,

Аслă урам варринче

Чиркӳ тăрри курăнать.

 

Ялăн икĕ айккипе

Хурăн çулĕ çаврăнать,

Икĕ çырма тăрăшпе

Йăмра ушкăнь чашкăрать.

 

Уйри калча тăррисем

Вĕçен çилпе хумханаç;

Вĕсем çинче тăрисем

Тырра курса савăнаç.

 

Ешĕл калча хыçĕнче

Хура вăрман хумханать;

Хура вăрман умĕнче

Çĕрти прахот шăхăрать.

 

Яла кĕрсен тĕлĕнен:

«Тĕлĕк мар-ши ку ман?» тен.

Пĕтĕм кил-çурт, юмах пек,

Ешĕл çулçă та чечек.