Кĕçĕн Тăван


Кĕçĕн Тăван ялĕ мĕнле пуçланса кайнă


Пӳлер хулинче Кĕçĕн Тăван хула хуралĕнче службăра тăнă. Хулан çурçĕр хĕвел тухăç енче Кĕçĕн Çарăмсан шывĕ юхса выртнă.

Пĕр çулхине Пӳлер çыннисемшĕн йывăр кунсем пуçланнă. Хулана тăшмансем çавăрса илнĕ. Вĕсем ним хĕрхенмесĕр аркатнă, çунтарнă, вĕлернĕ. Çав вăхăтра Кĕçĕн Тăван хуралта пулнă. Вăл Пӳлер çыннисем тăшмана çĕнтереймессе ăнланнă. Тăшмансем Пӳлер çыннисенчен чылай вăйлăрах, йышлăрах пулнă. Çавăнпа хуларан тухса тарсан çеç хăтăлма май пулнă. Хула хуралĕнчи çынсенчен нумайăшĕ вилнĕ, тарма пултараканнисем çеç хăтăлса юлнă.

Хăтăлнисенчен шутĕнче Кĕçĕн Тăван пулнă. Вăл пытанкаласа хула хĕрринче вырнаçнă килне чупса çитет. Арăмне хулара мĕн пулса иртнине кĕскен каласа парать те пиччĕшĕ патне чуптарать.

— Пысăк Тăван! Хулара тăшмансем. Вĕсем никама пăхмасăр вĕлереççĕ, аркатаççĕ, çунтараççĕ. Хăвăртрах пуçтарăнса кунтан тухса тармалла. Атăлăн хĕвеланăç енне тарар.

Тăвансем хăвăрт пуçтарăнса çула тухаççĕ. Хăйсемпе çимеллисем, тыр-пул илеççĕ, выльăх-чĕрлĕхне хăваласа каяççĕ. Тăван Пӳлер хули нумай çĕрте çулăмпах çуннă ĕнтĕ.

Атăл хĕрринче пурăнакан Ансар тутар пĕренесенчен сулă тума пулăшать. Вĕсене вăл çывăх тăванĕсем вырăнне хурсах ăсатса ярать.

Малалла