Ирек Киньябулатов


«Çурхи хĕвел юра ирĕлтерсен...»


Çурхи хĕвел юра ирĕлтерсен

Текех хĕл килес çук тесе ан калăр.

Çӳçне-пуçне шап-шурă пас витсен

Çын çамрăк-ха теме аван та мар-тăр.

 

Çĕре юр кĕрчĕсем хӳсе лартсан

Тек çуркунне килмест тесе ан калăр,

Хĕвел кăнтăрларан иртсе кайсан

Каç пулчĕ-çке теме тӳрех ан васкăр.

 

Пĕр пĕчĕкçĕ инкек килсе тухсан

Мĕнпур тĕнче илтмелĕх чан ан çапăр,

Тепле пĕрре телей тĕлне пулсан

Манран телейли çук тесе ан янрăр.

 

Кĕтмен çĕртен чи çывăх çын сутсан,

Ыттисене те тарăхса ан ятлăр,

Пĕрре ним ывăнмасăр ыр курсан

Ыран та ырă курасса ан шанăр.

 

Кун-çулăрти кашни çĕнтерӳре

«Телейлĕ эп» тени кăна ан пултăр, —

Паян çĕнтермесен те пурпĕрех

Ыран çĕнтерессишĕн çирĕп утăр!

Чул ту, çалтăрсем тата этем


Чул ту мăнаçлăн ялтăрать

Шур Атăл леш енче.

Куратăп ушкăн çăлтăра

Ун хул пуççи çинче.

 

Пăхсан, çӳçентерет чуна, —

Чăн Улăп пек тăрать, —

Тен, вăл çак айлăмшăн кăна

Пит çӳллĕн туйăнать.

 

Ун çийĕн пулнă тахçанах

Хĕвел — çавна асту, —

Сăлтавсăрах мăнаçланать

Хăй пĕвĕпе чул ту.

 

Хĕвел те çутă çăлтăрсем

Чул ту çине çӳлтен

Хăйсем чи çӳлтине пĕлсе

Тинкернĕ ĕмĕртен.

 

Хĕвелшĕн, çăлтăршăн хальччен

Тухса тăман ыйту:

Мĕскер вăл пĕчĕк Çĕр çинче

«Эп кам!» текен чул ту...

 

Унтан та пĕчĕкрех — этем.

Анчах — чăн Улăпах! —

Чи чăнкă, çӳллĕ сăрт-тусем

Танлашас çук унпа.

 

Пур çут тĕнчемĕр тытăмне

Вăл пĕлнĕ тĕпчесе,

Çĕрпе тӳпе вăрттăнлăхне

Ăнланнă тĕрĕсех.

 

Ак çак — çут уйăх, ку — хĕвел,

Ав — çăлтăрсем теме

Тур панă ăспала мехел

Хăюллă этеме...

 

Ирек Киньябулатов

Çӳлте хӳхлет кĕрхи хур кайăк


Вĕçсе каян карти-карти хур кайăк

Çӳлте хӳхлет тĕнче тĕлĕнмелле!

Шăпланăр! Тен, каллех вăранĕ-кайĕ

Унччен илтни çак кĕвĕпе пĕрле.

 

Е тĕрĕç-хĕрĕн хӳхĕм ĕнĕрлевĕ,

Е яш салтакăн тунсăхлă çемми,

Е тăлăх арăмсен йӳç ĕсĕклевĕ

Янрать унра вĕçне те пĕлейми.

 

Е иртнĕ вăрçă паттăрĕ хăюллăн

Çĕнтерĕве яш пӳллĕн çĕкленни.

Е çамрăк мăшăр вутлăн, юратуллăн

Пĕр-пĕринпе телейлĕн пĕрлешни.

 

Çурхи шывсен шур кăпăклă шарлавĕ

Чупать çырансене сĕве-сĕве.

Вăрман кашлавĕ, аслати янравĕ —

Кашни сас кĕтĕ çак кĕрхи кĕвве.

 

Вĕçет çӳлте «кăрли-кăрли!» хур кайăк,

Ун ахрăмĕ асра çӳрет вăрах, —

Е тунсăхлă пире, е шутсăр савăк,

Е юрату, е ырату чунра.

 

Çак çутçанталăк пин ыйту паллиллĕ.

Каллех аптăратăп тупсăм çуккипе:

Пуçламăш... Çĕкленӳллĕ Пурнăç...

Вилĕм...

Вут-хĕм те Шыв. Çĕрпе сенкер Тӳпе.

 

Ирек Киньябулатов

Çĕршывăм


Çĕршывăм, еплерех мухтас сана?

Каллех тăратăп сан ытамунта, —

Чунпа туятăп ырă ăшшуна,

Нихçанхинчен телейлĕ эп кунта.

 

Куç умĕнче — тăван уйсем-хирсем...

Кур, чупса тухрĕ тейĕн сиккипе.

Ачалăхăм, çулсен шутне сирсе,

Çунатлă алхасуллă тиха пек.

 

Тăван çĕршыв пилленĕ ик çунат

Мана ялан çĕклерĕ çӳлелле.

Чунра ун вучĕ ялкăшса çунать,

Асилтерсе тăрать тăван киле.

 

Эс — ман сăпкам, сиктер мана, ӳстер,

Сана курсан ман çепĕçрех чĕлхем,

Сана савса нихçанхинчен чипер

Каллех эп çырăп çĕнĕ сăвăсем.

 

Ирек Киньябулатов