Вера Кузьмина


Çын тата сцена


Вера Кузьминана

 

Этемĕн чĕри — сцена.

Э. Дикинсон

 

Артист вăл—куçаруçă пек.

Пин тĕрлĕ çыннăн кăмăлне

кĕртет вăл ĕмĕр тăршшĕпех

хăй сăн-питне, ӳтне, чунне.

 

Çĕршер сăнар туса парать

кайран вăл çак асапĕнчен.

Поэма евĕр янăрать

ун ролĕ сцена тĕнчинчен.

 

Çав музыка тĕшши пулса

çунать шалтан пĕр тĕп Сăнар.

Ун хĕн-тертне сума суса

тăнлар... Сăмахсăр пуç таяр.

 

Трагеди сцени пек — чĕри! —

тахçан Эмили калашне.

Сăпайлă шăплăхра, юри

итлер — чĕрийĕн таппине.

 

Ун ĕçĕ — аслă, куçару:

ун вăйĕпе, ун таппипе

кĕрлет — ăсталăх, пултару

чăваш шăпин хавалĕпе.