Вăтам Ази


Сӳнми хĕлхем


Ывăлăма — Лĕвăна

I

X. ятлă больницăри N-лĕ палатăна икĕ çамрăка илсе кĕчĕç. Вĕсене пĕтĕмпех шап-шурă бинтсемпе чĕркесе пĕтернĕрен кам иккенне палласа илме те йывăр. Палатăра ним сас-чĕвĕ те илтĕнмест. Хутран-ситрен бинтланă çамрăксем вăрăммăн йынăшса илни çеç ку пӳлĕмре такам пуррине пĕлтерет. Вара, те вĕсен сассине пула, тен унсăрах-и, алăк ерипен уçăлать те, унта шап-шурă лĕпĕш пек тумланнă кăмăллă сестрасем кĕрсе тăраççĕ. Вĕсем, шăппăн темскер пăшăлтатса илсе, епле кĕнĕ çаплах тухса каяççĕ. Бинтланă çамрăксен ури вĕçне, тимĕр кровать çумне, пĕринне — Григорий Архипов, тепĕринне Хамет Тураев тесе çырса хунă. Вĕсем кунта виççĕмĕш кун выртаççĕ ĕнтĕ.

Пĕрре çапла Григорий хăйне çав тери çăмăллăн туйса илчĕ. Калăн, унăн нимĕн те ыратмасть; калăн, вал ахаль çех канса выртать. Хăш чухне сывмар çыннăн кирек камăн та çавăн пек вăхăтсем пулса иртеççĕ. Те самайлана пуçланипе вара, те урăх сăлтавпа, ун çинчен Пайраш тухтăр тĕплĕн каласа парĕ, эпĕ урăххи çинчен каласшăн. Шăпах çакăн пек самантра Григорий пуçне темле шухăшсем пырса тулчĕç. Вал хăйĕн вăхăтлăха уйрăлса юлнă çамрăк арăмĕ çинчен шухăшлама тытăнчĕ. Çапла ĕнтĕ вăл юрату тени, вилес умĕн те канăç памасть çынна. Мĕн юлашки сывлăш тухса кайичченех асра, юлашки сывлăш тухсан — пĕтрĕ вара. Ун чух сана нимле юрату та кирлĕ мар. Тĕнче кăна илемне çухатмасть. Çавах ялкăшать хăвел; уйăх та садра пытаннă хĕрпе качча çулçăсем витер сăнать, шăпчăк та çавах юрлать. Юрату та ĕмĕр сӳнмест...

Малалла