Анатолий Ырьят


Поэт çырнă проза кĕнеки


«На круги своя» — Библири çак авалхи сăмахсем пурнăç аталанăвĕнче тепĕр хут та тепĕр хут тĕрĕсе тухса пыраççĕ. XX ĕмĕр вĕçĕнче тата XXI ĕмĕр пуçламăшĕнче Чĕмпĕр çĕрĕ çинче чăваш культури чĕрĕлсе вăй илнĕ пулсан, Совет влаçĕ çулĕсенче чăваш тĕнчи чăннипех те çĕршывĕпех аталанса чечекленнине куртăмăр эпир. Кĕтмен çĕртен ахăрсамана тапхăрне кĕрсе кайрăмăр та, унччен çулсем хушши пухăннă тупрана куç умĕнчех çухатма пуçларăмăр, çапла вара, юлашкинчен, «çурăк валашка» умнех тăрса юлтăмăр. Каллех чăваш кĕнекине «ĕне çирĕ», писательсемпе поэтсем вара выçă вилес мар тесе усламçăсем е сутуçăсем пулса пăхрĕç, ултав пурнăçа йышăнма пултарайманнисем автобус чарăнакан вырăнсенче пирус тĕпĕсем е пушă кĕленчесем пуçтарса çӳреме пуçлареç, инкеке пула тип-шар курнă тĕслĕхсем çинчен те хыпарлаççĕ пĕчĕк тиражпа та пулин тухкаласа тăракан хаçатсем.

Çакнашкал лару-тăрура Чемпĕр çĕрĕ çинче чăваш тĕнчи çĕнĕрен тымар ярса чĕрĕлме пуçлани хăех ĕнтĕ савăнăç. Хули Совет влаçĕ çулĕсенче çĕнĕ ят илсе çӳлелле те айккинелле те сарăлчĕ ĕнтĕ. Чăваш сасси сайрарах илтĕнме пуçлани кăна пăшăрхантаратчĕ-ха. Çапах чăваш тĕнчи тымарĕсем вуçех хăрса ларайманни те палăратчĕ. Вунă çул каялла акă Атăл çинчи ватă хулара — Ульяновскра — тăван чĕлхепе «Канаш» ятлă хаçат тухса тăма пуçларĕ, сенкер экран çинче «Еткер» телекăларăм çуталса-янраса кайрĕ. Хаçат ячĕ те ĕлĕк Хусанта чăвашсем валли тухса тăнă кăларăмах аса илтерет. Çирĕммĕш çулсенче хăй тавра чăваш писателĕсене пĕрлештерсе тăнă çав хаçат та «Канаш» ятлах пулнă-çке.

Малалла