Çуллахи шăрăх кун. Йǎмра сулхăнĕнче ачасем космос çинчен кĕнеке пăхса лараççĕ. Пĕчĕк Ванюк ĕмĕтленет:
— Эх, çавăнта çӳлте вĕçсе курасчĕ, Андриян пек, Юрий Гагарин пек…
— Курăр-ха, ачасем, кунта вĕçекен турилкке ӳкерчĕкĕ те пур!
— Манăн та çав турилкке çине ларса вĕçсе курасчĕ, — ĕмĕтленсе каларĕ Ванюк.
— Айтăр, Анна, Сашук, Ванюк, вĕçекен япала хамăр тăватпăр та космоса вĕçсе каятпăр!
— Анчах та пире килтисем ямаççĕ. Тата турилккине ăçтан тупăпăр-ха? — кулянса каларĕ Анна.
— Турилкке! Манăн пĕр шухăш тупăнчĕ, — кăшкăрсах ячĕ Сашук.
— Мĕнле шухăш? — тĕлĕнсе ыйтрĕç ачасем.
— Эпĕ пĕр кĕнеке вуланăччĕ, унта пĕр ача ют планета çыннисем патне çыру янă. Çырура хăйне валли космос карапĕ ыйтнăччĕ.
— Чăн-чăннипех пулман-çке вăл. Кĕнекере тем те çырĕç.
— Айтăр туса пăхатпăр.
Ачасем кĕнеке çинчи пек çырура хăйсем валли вĕçекен турилкке ыйтса çырчĕç. Çырăвне ял вĕçĕнчи чи çӳллĕ сăрт çине кайса хучĕç. Çавăнта çерем çинче ачасем пĕррехинче темĕнле йĕрсем курнăччĕ. Вĕсем килĕсене кайрĕç те васкаса хатĕрленме пуçларĕç. Кутамккисене апат-çимĕç тата кĕнеке чикрĕç. Çав вăхăтра амăшĕ ĕçрен таврăнчĕ те:
— Эсир ăçта кайма хатĕрленетĕр вара?
— Эпир-и? Эпир…
— Похода! — çухалса каймарĕ Анна.
— Каçа хирĕç-и? — тĕпчерĕ амăшĕ.
— Эпир паян мар, ыран каясшăн, анне, чармастăн-и?
— Нумай ан çӳрĕр, ачасем, — асăрхаттарчĕ амăшĕ.
— Эпир тĕттĕмччен таврăнатпăр.
— Маттур, Анна, çухалса каймарăн, — мухтарĕç арçын ачасем амăшĕ пӳрте кĕрсе кайсан.
Ыран ирех тăмаллине асра тытса ачасем каçах çывăрма выртрĕç. Тĕлĕкĕнче те ачасем вĕçекен турилккесем курчĕç пулĕ, питĕ канăçсăр çывăрчĕç. Ирпе ирех ачасем ĕнер палăртнă вырăна пуçтарăнчĕç. Çул çинче кашниех вĕçекен турилккене курма ĕмĕтленсе пычĕ. Анчах кĕтнĕ вырăнта нимĕнле турилкке те курăнмарĕ. Ачасен çырăвĕ те малтанхи пекех выртать. Салхуллă кăмăлпа Ванюк çырăва алла илчĕ те çурса тăкма хатĕрленчĕ, анчах ăна Миша чарчĕ:
— Ачасем, пирĕн çырăвăн конверчĕ урăхлаччĕ-çке, — асăрхарĕ вăл.
— Чăнах та, — каларĕç ачасем.
— Такам пирĕнпе шӳтлемен-ши? Юриех улăштарса хуман-ши? — иккĕленчĕç ачасем. Вĕсем конверта васкаса уçрĕç те çыру кăларчĕç. Анчах ăна вулаймарĕç.
— «Месача?» Мĕнле сăмах ку? Ют планета çыннисен чĕлхи мар-ши?
— Тăхтăр-ха, ачасем! — каларĕ Миша.
— Пăхăр — тепĕр майлă вуласан «месача» — ачасем пулать.
— Чăнах та, — савăнчĕç вĕсем. Çапла вĕсем çырăва вĕçне çитиех вуласа тухрĕç. Унта çавăн пек çырнă пулнă: «Ачасем, эсир пирĕн планета çине çыру çырнă. Эпир сире валли вĕçекен турилкке хатĕрлерĕмĕр, унта кĕме сире нимĕнле япала та кирлĕ мар, унта пĕтĕмпех пур. Эсир космоса вĕçсе кайса вăхăта чарма пултаратăр, анчах хăвăр космоса вĕçсе кайни çинчен никама та каласа ан парăр. Конверт ăшĕнче пульт пур, унта кăвак кнопка çине пусăр та сирĕн умăра турилкке тухать. Симĕс кнопка çине пуссан вĕçсе хăпарать. Телейлĕ çул пултăр сире, ачасем!» Çырăва вуласа пĕтерсен ачасем конверт ăшне пăхрĕç—унта чăнах та пĕчĕк пульт выртать. Миша кăвак кнопкине пусрĕ те сасартăк вĕсен умне вĕçекен турилкке тухрĕ. Ачасем тĕлĕннипе шарт! хытса тăчĕç. Кайран ку тĕлĕк маррине ĕненсе савăнсах кайрĕç. Алăран тытăнса пурте турилкке ăшне кĕчĕç. Унта пуш-пушă, пĕр хĕрринче çеç темĕнле япаласем пур. Патнерех пырсан виçĕ кресло, экран тата нумай кнопка курчĕç. Вырнаçса ларчĕç çеç экран çине сăмахсем тухрĕç:
— Атçă нăшсяак? (ăçта каясшăн тени пулчĕ ку).
— Атьăр Уйăх патне.
— Çук, Хĕвел патне.
— Кайрăмăр Хĕвел патне, — харăссăн хуравларĕç ачасем. Экран çине хĕвел ӳкерчĕкĕ тухрĕ.
— Вăхăта чарса пăхар-и?
— Чарар, унсăрăн пире анне çухатать.
Экран çине «вăхăт чарнă» (тăхăв ăнрач) тесе çырни тухрĕ. Темиçе минутран Марс курăнчĕ. Пурте кантăкран мĕлтлетсе юлакан метеоритсем çине тĕлĕнсе пăхаççĕ, халиччен курман япала интереслĕ-çке. Кашниех тĕнче уçлăхĕнче вĕçсе курма ĕмĕтленнĕ-çке.
— Манăн апат çиес килет, — шăппăн каларĕ Анна Мишăна. Сасартăк экран çине тем тĕрлĕ апат ячĕсем тухрĕç: яшка, пăтă, шаркку, торт… Кам мĕнле апат суйларĕ, ун умне çав апат сĕтел çине тухса та ларчĕ. Пурте тутлă апата çиме пуçларĕç. Апатланнă хыççăн каллех кантăкран тимлесе пăхма пуçларĕç.
— Ачасем, пăхăр-ха, малта пĕтĕмпех тĕтреллĕ, нимĕн те курăнмасть. Мĕншĕн-ши? — интересленчĕ Ванюк.
— Ку планета Сатурн ятлă, — ăнлантарчĕ Миша.
Çапла пур планета патне те çитсе паллашрĕç ачасем. Çул çинче самаях ĕшенчĕç, ачасен çăварĕсем карăлма пуçларĕç.
— Туссем, эпир таçта та çитрĕмĕр, анчах та хамăрăн Çĕр планетăмăр пек хитри, чиперри, ешĕлли курмарăм, — терĕ Анна. —
— Атьăр каялла таврăнар.
— Таврăнар, çывăрас та килет манăн, — терĕ Ванюк. Миша пульт çинчи симĕс кнопкăна пусрĕ те вĕçекен турилкке çĕр çине анса ларчĕ. Ачасем экран çине пăхрĕç те унта: «репич рăлю» (чипер юлăр) тесе çырнă.
— Тавтапуç, — терĕç те турилккерен анчĕç кăна, çав вăхăтрах вăл çухалчĕ те. Пĕр-пĕрин çине савăнăçлăн пăхса ыталанчĕç те ачасем васкаса килелле чупрĕç. Киле çитсен амăшне курчĕç те:
— Анне, эпир килтĕмĕр, — терĕç.
— Мĕншĕн питĕ хăвăрт килтĕр вара? — тĕлĕнчĕ амăшĕ.
— Хăвăрт??! — тĕлĕнчĕç шăпăрлансем. Ачасем амăшне хăйсен çул çӳревĕ çинчен пĕтĕмпех каласа пачĕç. Анчах амăшĕ ĕненмерĕ вĕсене.
— Эсир тĕлĕк куртăр пуль. Ачасем тĕлĕкре вĕçсен çитĕнессе теççĕ, — каларĕ вăл ачисене хăй çумне çупăрласа.